Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратегиллĕ аталану тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
2020 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине мониторинг пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тишкернĕ. Федерацин 11 проектне кĕрекен 67 проектĕнчен республика 51-шне пурнăçлама хутшăнать. 2020 çулта вĕсене Чăваш Енре ĕçе кĕртме 17,6 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Асăннă укçа çак çулсемпе кайса пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парĕ: «Этем капиталĕ» /11,4 млрд тенкĕ/, «Пурăнма кирлĕ хăтлă хутлăх» /5,4 млрд/, «Экономика ÿсĕмĕ» /0,8 млрд/.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак канаш ларăвне кашни уйăхрах ирттертме сĕннĕ.