Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шанăç пур

Шанăç пур

Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн Чăваш Енри медицина туризмĕн центрĕ пулма шанăç пур.

Ку шухăша Раççей Федерацийĕн сенаторĕ, ЧР пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров медицина учрежденийĕн çĕнĕрен тăвакан корпусĕн строительствипе паллашнă чухне палăртнă.

– Центр Чăваш Ен çыннисене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернисĕр пуçне ытти регионта пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме те пулăшать. Сăмай май каласан, çĕнĕ корпуса хута яни çулталăкра 9 пин операци тума ?хальхи вăхăтра – 8 пин/ май парĕ. Кунсăр пуçне тата 100 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ. Ку центр – хăйне евĕрлĕ проект. Ăна йĕркелени республикăна пысăк технологисене, тĕнче наукин çĕнĕлĕхĕсене, çĕршыври чи ăста специалистсене илсе килме май пани. Çакăн евĕрлĕ проектсем Чăваш Енри мал ĕмĕтлĕ çамрăксене пысăк шалуллă кăсăклă ĕç тупма, чи хăюллă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. Шăпах çакăн пек проектсем ĕçе кĕни республикăпа мăнаçланма сăлтав туса параççĕ, – тенĕ Николай Федоров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code