Суббота, 27 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яшсем каяççĕ салтака

Яшсем каяççĕ салтака

Елчĕк районĕнче призыв комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Пулас салтаксем çара кайма повесткăсем илчĕç.

Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов палăртнă тăрăх, кăçал çар ретне 10 ытла çамрăк тăрать. Призыв кампанийĕ вăхăтĕнче коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас йĕрке çирĕп – призывпа çыхăннă пур мероприятие хутшăннă чухне те çамрăксен температурине виçессине, вĕсене маскăсемпе тата резина перчеткесемпе тивĕçтерессине ĕçе кĕртнĕ.

Призывник хăш çар чаçне миçемĕш числора, мĕн вăхăтра çитессине малтанах палăртса хураççĕ. Килтен тухса кайма 5 кун юлсан унăн вырăнти медицина учрежденине килсе коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине палăртакан тест витĕр тухмалла. Анализсем хатĕр пулсан çамрăка вырăнти призыв пунктĕнчен ятарласа уйăрнă, дезинфекци туса тасатнă автомашинăсемпе /кунтах перчеткесемпе, маскăсемпе те тивĕçтереççĕ/ Шупашкарти сбор пунктне илсе çитереççĕ. Унта экспресс-анализ витĕр тухсан салтаксене республикăри сбор пункчĕ урлă дезинфекциленĕ ятарлă автомашинăпа палăртнă çар чаçне илсе каяççĕ. Вырăна çитсен призывниксене каллех тепĕр хут тест витĕр кăлараççĕ, малтанлăха вĕсем 2 эрнелĕх карантинра пулĕç. Çакă йăлтах салтаксене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе тата вĕсен сывлăхне упрассипе çыхăннă.

Комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый пулас салтаксене çарта та район ятне çÿлте тытма ăнăçусем сунчĕ:

– Çĕршыва хÿтĕлесси таса тивĕç. Çак сăваплă тивĕçе пирĕн каччăсемпе хĕрсем яланах чыслăн пурнăçлаççĕ. Эсир те ырă традицине малалла тăсăр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code