тасалăх хуçаланни хамăршăн аван.
Тĕмер шкулĕнче тăрăшнă вĕрентекенсемпе техслужащисем обществăлла ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Галина Львова, Тамара Кириллова, Раиса Крылова, Ирина Николаева, Ольга Львова, Анатолий Солин, Зина Смирнова, Света Козлова нумаях пулмасть ялти паллă вырăна – Таса Çăлкуç таврашне çÿп-çапран тата типнĕ çум-курăкран тасатрĕç.
Сăваплă ĕçе пĕрле пухăнса пурнăçлани кăмăла çĕкленине хыпарлаççĕ Тĕмерсем.
Е.КРЫЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: сăваплă ĕçе хутшăннисен ушкăнĕ.