Районти тĕп больницăра инсульта хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă вунă кунлăх иртет.
Кăçал районта инсульт пулнă 41 çынна шута илнĕ. Чи çамрăкки – 50 çулхи арçын. Чирлисем сипленсех тăраççĕ.
Инсульт икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ – пуç миминчи юн тымарĕсем татăлса кайнипе пуçа юн каять, иккĕмĕшĕ – юн тымарĕсем пĕрĕнсе ларнипе е тромб хупласа хунипе пуç мимине юн пымасть.
Пурне те паллă ĕнтĕ: инсультпа чирлес хăрушлăх гипертонипе, сахăр диабечĕпе, атеросклерозпа чирлесен, эрех-сăрапа иртĕхсен, пирус туртсан ÿсет. Этем мĕн чухлĕ ватăрах – чирлес хăрушлăх тата пысăкрах. Раççейре кашни 1,5 минутра камăн та пулин инсульт пуçласа аталанать. Шел пулин те, юлашки 10 çулта çак чире пула вилекенсен йышĕ 30 процент ÿснĕ. Тĕнчипе инсульта пула çулсерен 4,6 миллион çын вилет.
Сывă çыннăн та пуç çаврăнасси, пуçа йывăр пуласси, ал-ура туйăмĕ начарланасси пулма пултарать. Çын çакна тепĕр чухне шута та илмест. Анчах сывах çывăрма выртнăскер, ирхине алă-ури ĕçлеменнипе – паралич çапнипе вăранса кайма пултарать.
Тахçанах паллă, чирлĕ çынсем хăйсен гипертони чирĕ пуррине пĕлсен те эмелсемпе тĕплĕ сипленмеççĕ. Чирлисен тепĕр çурри вара эмелсене врач каланă вăхăта пăхмасăр, аса килнĕ чухне çеç ĕçет. Çавна манас марччĕ: тухтăр çырса панă эмелсене куллен, чир иртсе каймасан, ĕмĕр тăршшĕпех ĕçмелле. Паллах, харпăр хăйĕн юн пусăмне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. 40 çул урлă каçнă кашни çыннăн юн пусăмне эрнере 2-3 хутран кая мар виçтерсе тăмалла, хăйĕн юн пусăмне пĕлмелле. Сывă çыннăн юн пусăмĕ вăтамран 120Ÿ80мм ртуть юппинче пулмалла. Енчен те юн пусăмĕ 140/90 е 160/100мм ртуть юппинче пулсан – асăрханмалла.
Чирĕн малтанхи паллисем: пĕр енчи алă, ура, пит çăмарти тăрук çывăрса каять е туймасть. Калаçнине ăнланма йывăр, куç япăх курма пуçлать, сăлтавсăрах пуç çаврăнать, тăн çухалать.
Инсультпа чирлес мар тесен мĕн тумалла-ха? Кашнийĕнех юн пусăмне кирлĕ шайра тытмалла. Кашни кун зарядка тумалла, 30 минутран кая мар утмалла. Шывра ишмелле. Велосипедпа ярăнмалла. Тĕрĕс апатланмалла. Ытларах пахча çимĕç çимелле. 8-9 сехет çывăрмалла. Май пулсан кăнтăрла выртса илни те усăллă. Кирлĕ-кирлĕ маршăн пăшăрханмалла мар. Ĕçри, килти хирĕçÿсенчен сыхланмалла. Табак пачах туртмалла мар. Эрех-сăрапа иртĕхмелле мар. Юнри холестеринпа сахăр шайне виçере тытмалла. Ытлашши ÿт виçинчен хăтăлмалла. Ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле. Талăкри тăвар виçине 5 грамран /1 чей кашăкĕ/ ирттермелле мар.
Инсульт пулас хăрушлăхăн тепĕр сăлтавĕ хусканусем сахал туни тесе шутлаççĕ. Ял çыннисем сахал хускалаççĕ тесе калаймăн, çапах та канусăр ĕçлени те сывлăхшăн питĕ сиенлĕ.
Маларах асăннă чир паллисем пулсанах васкавлă пулăшу чĕнмелле. Вăхăтра диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни те сирĕн пурнăçа çăлса хăварĕ.
Р.ТРОФИМОВА,
районти тĕп больницăри невролог тухтăр.