Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Çул-йĕр тимлĕхе юратать

Çул-йĕр тимлĕхе юратать

Районта кăçалхи 3 кварталта 9 ДТП /иртнĕ çул çак тапхăрта – 6/ регистрациленĕ. Инкексен вăхăтĕнче 1 çын вилнĕ /2/, 10-шĕ /14/ суран илнĕ.

Ÿсĕрле руль умне ларнăран çулсерен сахал мар авари пулать. Кăçал çакăн евĕр 3 авари пулнă – виçĕ тĕслĕхре те автомашинăсем çул айккине чăмнă. Ку енĕпе саккун çирĕп пулнине те палăртса хăварар. Енчен те водитель руль умне ÿсĕрле ларсан тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçлесен, ăна 30 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ, е транспорт хатĕрĕпе çÿрес ирĕке 1 çулталăк та 6 уйăхран пуçласа 2 çул таран чараççĕ.

Хăвăртлăх виçине пăхăнманнипе те инкексем чылай пулаççĕ, çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Юраман вырăнта полосаран тухса тепĕр автомашинăран иртекен водителе РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 12.15 статйин 4 пайĕпе килĕшÿллĕн 5000 тенкĕ таран штрафлаççĕ, 4 уйăхран пуçласа 6 уйăх таран правасăр хăвараççĕ.

Çул-йĕр правилисем пирки ачасене те аса илтерсех тăрар. Кунта ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем уйрăмах тимлĕ пулмалла, ачан сумки е тумĕ çине çутта хирĕç çутатакан хатĕрсем çирĕплетсе хумалла, çуран çÿрекенсен тротуар тăрăх, вăл пулмасан автомашина хирĕç килекен çул хĕррипе, утмаллине вĕрентмелле.

Водительсене хăвăртлăх режимне пăхăнма сĕнетпĕр. Ача сачĕсемпе шкулсен умĕсенче, халăх çул урлă çуран каçакан вырăнсенче уйрăмах асăрхануллă пулăр.

Çул-йĕрĕн хисеплĕ участникĕсем! Сире яланах тимлĕ пулма ыйтатпăр. Эсир правилăсене пăхăнманни, çул-йĕр çинчи кашни тĕрĕс мар хускану çыннăн сывлăхне сиен кÿнипе, пурнăçĕ татăлнипе вĕçленме пултарать. Çавăнпа та йĕркене яланах çирĕп пăхăнăр, пĕрне-пĕри хисеплĕр, упрăр!

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code