Питĕ телейлĕччĕ Соня. Унăн юратнă çемье пурччĕ: ашшĕпе амăшĕ, хăйĕнчен пилĕк çул аслă пиччĕшĕ, ытарми асламăшĕ. Пурте юрататчĕç ăна, ачашлатчĕç. Ашшĕ колхозра тракторпа, амăшĕ сысна ферминче тăрăшатчĕç. Пурте лайăхчĕ, пурте йĕркеллĕччĕ…
Пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа кайнине лайăх астăвать хĕр ача. Амăшĕ ирхине ун çÿçне çивĕтлесе хитре бант çыхса ярать. Шурă саппун, шап-шурă колготки, шурă туфли питĕ килĕшет Соньăна. Аллинче – пысăк чечек çыххи.
– Лайăх вĕрен, хĕрĕм, учительсене итле, ăслă пул! – çапла каласа ăсататчĕ ăна ытарайми амăшĕ.
Питĕ телейлĕччĕ хĕр ача. Унăн амăшĕ пек ырри, лайăххи, хитри никам та çук. Амăшĕ чăннипех те хитреччĕ: яштака пÿ-силлĕ, куçĕсем утмăлтурат чечекĕ евĕр кăн-кăвак. Çав куçсемпе ăшшăн пăхсан такам чĕри ирĕлĕ. Сасси мĕне тăрать! Вăл шăнкăрав пек куллипе кăлтăртатса кулса ярсан хĕвел те ăшшăн пăхнăн, тĕнче те çуталса кайнăн туйăнатчĕ. Çавна пулах-и, тен, ют арçынсем те ăмсанса пăхатчĕç ун çине. «Мĕншĕн мана мар, çав тракторист Алюша лекнĕ-ши çав хĕрарăм?», – тесе калакансем те тупăнатчĕç.
Унта-кунта кайсан хĕр ача палламан арçынсем амăшĕпе сăмах вылятса калаçнине, шÿтлекелесе пилĕкĕнчен ачашшăн çупăрланине тата куçĕсене вылятса пăхнине пĕрре мар асăрханă. Паллах, ял-ялах. Унта пурте куç умĕнче. Хăш чух тÿрĕ чĕлхесем ашшĕне çакăн пирки систернĕ те пулĕ ахăр. Çавна пулах çемьере час-часах «тирĕк-чашăк шăкăртатма» пуçларĕ. Унтан ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне çилленсе çÿренĕ, сас хăпартса калаçнă тĕслĕхсем час-часах пулчĕç.
Пĕррехинче Соня амăшĕ пĕчĕк хĕрне çавăтрĕ те: «Сан пек тракторист вуннă та тупма пултаратăп!» – тесе япалисене пуçтарса, алăка шарт хупса килĕнчен тухса кайрĕ.
Пĕчĕк пулин те, Соньăн чĕри ыратрĕ. Унăн ашшĕпе те, пиччĕшĕпе те, асламăшĕпе те пĕрле пурăнас килчĕ. Амăшĕпе хĕрĕ ялтах — уйрăм пÿртре пурăнма пуçларĕç. Амăшĕ час-часах тантăшĕсемпе ют арçынсене хăнана йышăнма тапратрĕ. Паян çуралнă кун, ыран Мăнкун, тепринче Çимĕк, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă… – уявсем тупăнсах пычĕç. Соньăн амăшĕ ирĕке хăнăхрĕ. Кăштах çуттине сыпсан юрласа яратчĕ те, ăна итлесе тăранма çукчĕ.
– Ах, Марина, мĕншĕн юрăç пулман эсĕ? Сассу мĕне тăрать. Çак сасăпа сысна ферминче ĕçлемелле-и санăн? – тетчĕç ăна тантăшĕсем йăпăлтатса.
Пĕр ирхине Соня вăранса кайсан амăшĕ ют арçынпа юнашар çывăрнине курчĕ. Çăмламас алăсем çывăх çыннине ыталанă, амăшĕ çурма çарамас. Хĕр ачан пырĕ пăвăнса килчĕ. Йĕрес те килет пек, тем чарать, карланкăра тем тăрать…
– Анне, атя киле кайса пурăнатпăр. Атте те сана юратать, эпĕ те пиччесĕр тата асаннесĕр пурăнасшăн мар, вĕсемшĕн тунсăхлатăп, – терĕ пĕррехинче Соня амăшне.
– Аçу çинчен ман, вăл пире урăх кирлĕ мар! – сăнă пек тирĕнчĕç ачан чĕрине амăшĕн сиввĕн каланă сăмахĕсем.
Хĕр ачи çине-çинех килĕ çинчен аса илтерни Маринăна тарăхтарма пуçларĕ. Пĕринче вăл ăна питĕнчен çутăлтарса ячĕ, тепринче тапса сирпĕтрĕ. Хăйне вара çапла асăрхаттарчĕ: «Киле мансăр пуçне пĕччен кайнине пĕлсессĕн уруна çапса хуçатăп, каялла йышăнмастăп. Манăн хĕр те пулмăн вара!».
Амăшне улăштарчĕç тейĕн: эрехне те ĕçрĕ вăл, пирусне те туртма вĕренчĕ. Хăш чухне хĕрĕ валли вĕри апат хатĕрлеме те манчĕ. Каçхи ĕçкĕсем хыççăн пуçĕ ыратрĕ, вырăн çинчен йывăрпа тăра-тăра фермăна васкарĕ. Хĕрĕ çинчен аса илме-и-ха унта?
Паллах, лайăх вăхăтсем те пулатчĕç. Ун пек чухне хĕрне хăй çумне ăшшăн çупăрлатчĕ амăшĕ, йăпатса çапла каласа йĕретчĕ:
– Каçар ухмах аннÿне, Сонюшка. Эсĕ çеç манăн çутă çăлтăрăм, манăн телейĕм. Пурăнатпăр-ха эпир санпа иксĕмĕр, çын тĕлĕнсе тăмалла лайăх пурăнатпăр. Пурте пулĕ пирĕн. Тăхта кăштах.
Тепĕр чух вара иккĕшĕ пĕрле кунĕпе тутлă çимĕç хатĕрлетчĕç, теттесем ăсталатчĕç, пĕрле выляса та илетчĕç. Вăл вăхăтсенче амăшĕ хаваслăччĕ, Соня хăйне юратнине туятчĕ. Пÿртре сар хĕвел çутатнăн туйăнатчĕ. Амăшне ялан çапла телейлĕ курас килетчĕ унăн.
Анчах та пĕринче питĕ тискер ĕç пулса тухни пурнăçа йăлт кутăнла çавăрса хучĕ. Ун чухне Соня урамран выляса кĕчĕ те килĕнче каллех хăнасем ларнине асăрхарĕ. Шавлă ушкăн каллех тем паллă тума пуçтарăннă пулас. Сĕтел çинче шурри те, хĕрли те ларать. Çыртмаллисем те каскаласа хунă. Хăнасем аванах хĕрнĕ: пурте шавлăн калаçаççĕ, пĕр-пĕрне пÿле-пÿле тем ăнлантараççĕ. Килнĕ икĕ арçынран пĕри те тепри амăшне пилĕкĕнчен çупăрланине, ыталаса чуп тума тăнине те асăрхамасăр юлмарĕ хĕр пĕрчи. Унтан арçынсем тем пайлаймарĕç пулас, хирĕçсе кайрĕç. Амăшĕ тарăхса пĕрне тĕртсе ячĕ. Тепри ун урлă чышкипе хăмсарчĕ. Тĕксе яни амăшне чышкăпа сулласа çапрĕ. Марина сулăнса кайрĕ пулин те, ÿкмерĕ, сĕтел хĕрринчен тытма ĕлкĕрчĕ. Унтан вăл: «Эсĕ çапла-и-ха?!» – тесе сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса илсе арçынна хырăмран яшлаттарчĕ. Арçын çавăнтах урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
– Çав кирлĕ сана, пÿрменнине ан хапсăн, – терĕ те амăшĕ, сĕтел çинчи кĕленчерен эрех тултарса ĕçрĕ, хыттăн юрласа ячĕ, унтан урмăшнă сассипе ÿлесе макăрма тапратрĕ. Ыттине Соня тĕлĕкри пек çеç астăвать.
Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем килсе амăшне тытса кайрĕç. Соня пĕчченех юлчĕ. Кĕрхи йывăç çинчен халь-халь татăлса ÿкнĕ çулçă пек туйрĕ вăл хăйне. Мĕн тумалла халĕ унăн? Ăçта кайса кĕмелле?
Хĕр ачана ашшĕпе пурăнмалла турĕç. Анчах та амăшĕсĕр питĕ тунсăхларĕ вăл. Куç умĕнче ялан пĕр ÿкерчĕк – амăшĕ çĕçĕ тытнă самант тăчĕ. Пĕрре ахăлтатса кулать вăл, тепре кашкăр пек ÿлесе макăрма тапратать. Çак ÿкерчĕке курнăран çĕрле те лăпкăн çывăраймасть хĕр ача, шарт! сиксе вăранса каять те кăшкăрса макăрма пуçлать.
– Анне киле килнĕ пуль, мана кĕтет пуль. Атя, асанне, кайса пăхатпăр, – тархасласа ыйтрĕ пĕринче асламăшĕнчен.
– Аннÿ юхха вăл сан, хăй çинчен çеç шутланă. Сана та хăй пек пулма вĕрентетчĕ.
– Çук, ман анне юхха мар. Эс хăв ватсупнă! – хирĕç кăшкăрчĕ Соня.
Амăшĕ пирки пĕрре те усал калаçтарас килмерĕ унăн.
Çак кунран пурин çине те кăшкăрма, сăлтавсăрах чĕрре кĕме тапратрĕ – чунĕ курайманлăхпа тулса пычĕ.
Соньăна тухтăрсене кăтартма сĕнчĕç. «Хĕр ачан психики хавшанă, ăна больницăна вырттарсах сиплемелле», – терĕç больницăра ашшĕне.
Нумай вăхăт сипленчĕ Соня. Килне таврăнсан чунĕ пушанса юлнине туйрĕ. Чĕмсĕрленчĕ, шалти тĕнчине путрĕ, ачасен шавлă вăййисенчен писрĕ. Çĕрле çывăрма выртмассерен амăшне аса илсе унпа ăшра калаçса чунне пусарчĕ.
Çапла çул хыççăн çул иртрĕ. Амăшне тытса кайнă чух пуçламăш класраччĕ, халĕ 11-мĕш класа çитрĕ хĕр. Çитĕнчĕ. Сăнĕ-пичĕпе йăлтах çывăх çыннине хывнă. Ун пекех йăрăс пÿллĕ те çинçе пилĕклĕ, кăн-кăвак куçлă. Хăй çине йĕкĕтсем куç ывăтнине те туякан пулчĕ. Анчах та чĕри никам патне те выртмарĕ. «Сан аннÿ тĕрмере ларать. Вăл çын вĕлернĕ!», – кашниех ăна çак сăмахсене каласа чунне ыраттарассăн туйăнчĕ. Çавăнпах пулĕ хăй çине сăнаса пăхакан куçсене асăрхасанах куçĕсене тартрĕ, аякка пăрăнма тăрăшрĕ.
Амăшне вара кĕтме пăрахмарĕ. Пĕтĕм чунне ăна уçса парĕччĕ, çак çулсен хушшинче мĕн тÿссе ирттернине пĕр пытарми каласа парĕччĕ тĕл пулсан, чунне пушатĕччĕ. Халĕ вара хăйне тăлăххăн, пĕчченнĕн туять.
Юлашки шăнкăрав. Хĕрсемпе каччăсем пурте капăр тумсемпе. Паян пушшех те çитĕнсе кайнăн туйăнаççĕ вĕсем. Пурте хаваслă та савăнăçлă. Çунат хушнă тейĕн, вĕçсе кайманни анчах. Соньăн чунне çеç тем кăшларĕ. Ытлашши туять вăл хăйне çак ушкăнра. Пурин ашшĕ-амăшĕ те килнĕ ăсату каçне. Тĕпренчĕкĕсене саламласа нумай ăшă сăмах каларĕç, ырă сунчĕç вĕсем. Хĕр вара пĕчченех. Пит çăмарти тăрăх юхакан вĕри тумламсене хăвăрт шăлса илет вăл. «Мĕн туса хутăн эсĕ, аннеçĕм?», – çак сăмахсем çаврăнаççĕ пуçĕнче…
Элена ПИНЕР.