Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хевтесĕр мар вĕсем

Хевтесĕр мар вĕсем

Сусăр çынсен чун-чĕри ытла та сисĕмлĕ. Çавăнпа вĕсене уявра анчах мар, кулленех пысăк тимлĕх кирлĕ. Хальхи вăхăтра районта вĕсен хисепĕ сахалах та мар – пурĕ 150 çын.

Районти яваплă службăсен ĕçченĕсем йывăр шăпаллă çынсен пурнăçне май пур таран çăмăллатас тата пулăшас пирки самантлăха та манса каймаççĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан, РФ Пенси фончĕн, социаллă страховани уйрăмĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти специалисчĕсем хутшăннипе инвалидсене кăсăклантаракан ыйтусене татса парассине чăрмавсăр йĕркелесе пыраççĕ. Инвалидсен тĕлĕшпе патшалăх енчен уйăракан тĕллевлĕ пулăшу йĕркисем те курăмлă. Ĕçлеме пултаракан инвалидсене ятарлă ĕç вырăнĕсем туса парассине те патшалăх хăй çине илнĕ.

Инвалидсен обществин районти уйрăмĕ тăрăшнипе çак вăхăтченех çавра сĕтел хушшине ларса тĕл пулусем, спорт вăййисемпе тĕрлĕрен конкурссем йĕркелеме майсем тупнă. Коронавирус чирĕ алхаснине пула анчах юлашки вăхăтра пĕр-пĕринпе тĕл пулман. Çуралнă кунсен ячĕпе саламласси те йăлана кĕнĕ.

Инвалидсен вырăнсенчи пуçламăш организацийĕсене ертсе пыракансем: А.Иванова /Çирĕклĕ Шăхаль/, Н.Данилова /Елчĕк/, Л.Кузнецов /Курнавăш/ тата ыттисем те пуçаруллă пулнине палăртма кăмăллă.

Май пулнипе усă курса районта пурăнакан сусăр çынсене Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе тулли кăмăлтан саламлатăп. Йывăр шăпапа тĕл пулнине пăхмасăр çирĕп кăмăл-туйăмлă пулма, шанăçпа пурăнма сунатăп. Хăвăрпа юнашар пурăнакан çынсен ăшă сăмахĕ, вĕсем пулăшу аллине тăсса пама ÿркенменни сирĕн чун-чĕрĕре вăй-хăват хушса тăтăр.

Л.АНИСИМОВА,
инвалидсен обществин районти уйрăмĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code