Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ăслă» технологисем

«Ăслă» технологисем

Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ ăнăçлă аталаннăран халĕ тĕрлĕ пулăшăва килтен тухмасăрах электрон мелĕпе илетпĕр. Коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра ку мел уйрăмах меллĕ.

Ăнăçлă аталану – регионта наци программисем пурнăçланнин кăтартăвĕ. Асăннă программăна пурнăçа кĕртмешкĕн республикăра 5 проект паспортне çирĕплетнĕ: «Информаци хăрушсăрлăхĕ», «Цифра технологийĕсем», «Цифра экономики валли кадрсем», «Цифрăллă патшалăх управленийĕ» тата «Информаци инфратытăмĕ». Вĕсене 2024 çулччен пурнăçламалла. Сăмах май, «Информаци инфратытăмĕ» проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пысăк хăвăртлăхлă интернет çитерес тĕлĕшпе ĕçсем хĕрÿ пыраççĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсен, вĕрентÿ организацийĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пысăк пайĕ унпа анлăн усă курать те ĕнтĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code