Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă

Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă

Тихон Кушников

1914 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче /кивĕ календарпе/ Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Раççей Антата йышĕнче /унта 34 патшалăх кĕнĕ/ Германипе, Австри-Венгрипе тата вĕсен союзникĕсемпе çапăçнă. 1918 çулхи март уйăхĕн 3-мĕшĕччен Совет влаçĕ Брестра нимĕçсемпе килĕшÿ çирĕплетиччен вăрçă пынă.

Чăвашран Раççей çарне 100 пине яхăн çынна илнĕ. Унăн пысăк пайĕ çапăçусенче пуç хунă, тыткăнра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. 1920 çулта ирттернĕ Чăвашри халăх çыравĕ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннисенчен 47726-шĕ пурăннине çирĕплетнĕ. Пирĕн ентешсем А.Брусилов генерал ертсе пынипе 1916 çулта кăнтăр-хĕвеланăç фронтĕнче ăнăçлă ирттернĕ операцие хутшăннă. Чĕмпĕрте 1914 çулта йĕркеленĕ пехотăн 308-мĕш полкĕ хăйне çапăçусенче лайăх енчен кăтартнă. 308-мĕш полка Шупашкарта йĕркеленĕ. Унта Чăваш Енре çуралса ÿснисене пухнă. 127 патриотка унта салтаксемпе офицерсене йывăр вăхăтра пулăшас тĕллевпе чăмăртаннă: вĕсем лазаретсенче сипленекен ентешсене пăхнă.

Сулахайран Прокопий Кушников, варринчи кам пулни паллă мар, Ксенофонт Жандармов

Эпĕ тăван районăн тата хам çуралса ÿснĕ Энтепе ялĕн историйĕпе интересленетĕп. Хамăр эртелтен Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă 4 çынна пĕлетĕп.

Павел Кондратьевич Крылов /1895-1921 çç/. Вăл манăн кукаçин – Тимофей Кондратьевич Крыловăн тетĕшĕ. Вăрçă пуçланнă çул Павел 19 çулта пулнă. Вăрçăран таврăнсан авланнă, хĕрĕ çуралсан Валентина ят панă. Унăн хĕрĕн мăнукĕсем Кушкă ялĕнче пурăнаççĕ.

Тихон Григорьевич Кушников /1891-1921/. Вăл асаттен – Григорий Кушниковăн тетĕшĕ. Тихон вăрçа 1915 çулта кайнă. Унтан таврăнсан вăл авланнă, анчах та ачи пулман. Тиф чирне пула пурнăçран уйрăлнă.

Кукаçин иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕ – Энтепере çуралса ÿснĕ Ксенофонт Емельянович Жандармов /1892-1942/ тата асаттен иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕ – Прокопий Васильевич Кушников /1891-1960/ та вăрçа хутшăннă. Вĕсем 10-мĕш армин 64-мĕш пехота дивизийĕн 256-мĕш Елисаветград пехота полкĕн йышĕнче çапăçнă. Ентешсем кану вăхăчĕсенче хушăран тĕл пулса калаçса ларма вăхăт тупни пирки те каласа паратчĕç аслисем. Прокопий ашшĕ пекех столяр пулнă.

Игнат Егорович Клементьев /1877-1948/, Александр Васильевич Табаков /1897-1954/, Тимофей Васильевич Ложков /1889-1940/ та Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕсем пулнă. Игнат Егорович вăрçăран таврăнсан чылай çул почта тытăмĕнче вăй хунă. Александр Васильевич ялти пĕрремĕш колхоз председателĕ пулнă. Вĕсем иккĕшĕ те пысăк паттăрлăхшăн Георги хĕресне тивĕçнĕ.

Илья КУШНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code