Юлашки вăхăтра ялти вулавăшсен ертÿçисем Интернетра нумай ĕçлеççĕ. Коронавирус чирне пула чарусем палăртни çак ĕçе тата та вăйлатрĕ пулĕ.
Шăмалак ялĕнчи библиотека чылай çул тĕрлĕ конкурссене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрса пырать. Вулакансем те, вулавăш ертÿçи Венера Усанова та питĕ тăрăшуллă тата творчество юхăмне парăннă çынсем пулнипе те çыхăннă çитĕнÿсем. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова йĕркелекен проектсемпе конкурссенче те харсăр Шăмалаксем. Депутат çĕнтерÿçĕсене чыслас тĕллевпе официаллă мелпе йĕркеленĕ тĕл пулăва Венара Кузьминичнăна та йыхравласа Тав çырăвĕпе чысланăччĕ.
Вулавăш ертÿçи çĕршыв, регионсем, республика шайĕнчи «Моя малая родина», «Мое село», «Яблоки в траве» конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулнине палăртма та кăмăллă. Мелне пĕлсе ĕçлесен, тăрăшсан ÿсĕмĕ те нумай кĕттермест. Çак кунсенче тепĕр ырă хыпар çитрĕ – çитес çул Вероника Тутенко художник, писатель, журналист «Яблоки в траве» ятпа йĕркелекен фестиваль Шăмалак ялĕнче иртĕ. Ăна майăн 27-мĕшĕнче – Раççейри библиотекăсен кунĕнче уявлама палăртаççĕ.
– Çакăн евĕр чыс-хисеп çĕнсе илме пÿрнĕшĕн конкурссене хастар хутшăнма хавхалантаракан ял халăхне, вулакансене пысăк тав сăмахĕ калатăп, – хыпарлать Венера Кузьминична.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: В.Усанова «Яблоко в траве» конкурс символĕпе тата çĕнтерÿçĕ дипломĕпе.