Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеплĕ вĕрентекен, харсăр депутат

Хисеплĕ вĕрентекен, харсăр депутат

Çĕр çинче пархатарлă професси чылай. Анчах кирек мĕнле ĕçе алла илес тесен те вĕрентекен панă пĕлÿ пысăк вырăн йышăнать.

Аслă Таяпа ялĕнче пурăнакан Ольга Сядукова вĕрентекен профессине ачаранах кăмăлланă. Хăйĕн тантăшĕсемпе, пĕр тăванĕсемпе «шкулла» вылянă вăхăтра та хĕр ача яланах учитель сăнарне суйланă, хăйне пĕчĕккĕллех учитель евĕр тытма хăнăхса пынă.

Тÿскелĕнчи Александр Георгиевичпа Любовь Матвеевна Судаковсен туслă çемйинче çуралса ÿснĕ виçĕ хĕр – Ольга, Надежда тата Людмила – çитĕнсен педагог профессине суйласа илнĕ. Аслисем вĕрентекенре тăрăшаççĕ пулсан, Людмила психолог пулса ĕçлет.

Ольга шкулта «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать, мĕн пур обществăлла ĕçре хастарлăх кăтартать. Ачаран çуралнă ĕмĕтне пурнăçласа шкул хыççăн Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илет вăл, учитель пулса тăрать. Дипломлă хĕр тăван ялти шкулта вĕрентекенре ĕçлеме пуçлать. Ачасене чун-чĕререн юратаканскер пĕлÿ тĕнчине тин ура ярса пусакансемшĕн вăл кĕçех юратнă вĕрентекен, «иккĕмĕш» анне, çывăх тус пулса тăрать.

Анчах та кунта нумаях ĕçлеме пÿрмен пикене. Тантăшĕн туйĕнче хĕр çумĕ пулнăскере каччă çумĕ – Аслă Таяпа йĕкĕчĕ Алексей Сядуков пĕрре курсах килĕштерет. Сакăр уйăх туслă калаçнă хыççăн вăл ăна мăшăрĕ пулма ыйтать. Пĕрне-пĕри килĕштерекен çамрăксем пĕрлешсе çĕнĕ çемье тĕвĕлеççĕ, çамрăк кине çĕнĕ ялти шкулта тÿрех ĕç тупăнать – вăл музыка предметне вĕрентме пуçлать. Çапла вара юратнă ĕçре тăрăшса 27 çул хыçа юлнине асăрхаса та юлаймасть педагог.

– Шкул хăйне евĕр асамлă тĕнче, пурнăç вĕресе тăрать кунта. Ун алăкĕ умĕнчи пĕрремĕш картлашка çине хăпаратăн та, чăн та, кулленхи пурнăç йăли пирки те манса каятăн. Умра çĕнĕрен çĕннине пĕлесшĕн çунса тăракан çутă куçлă, тасаран та таса сăнлă ачасем. Вĕсем сана чунтанах кĕтеççĕ. Эсĕ те вара çак çамрăк хунавсенчен пурнăç çынни тăвас, вĕсене ăс-тăн тата тивĕçлĕ воспитани парас тесе тапса тăракан вăй-халпа вĕресе тăракан пурнăç хуçи пулса тăратăн. Вĕрентекен профессийĕнчен хакли çук маншăн пурнăçра, – тет вăл кăмăллăн.

Çав вăхăтрах ялсенче ачасен шучĕ чакса, çавна май шкулсем те хупăнса пынăшăн пăшăрханнине пĕлтерет.

Мал ĕмĕтлĕ Ольга пĕлĕвне анлăлатас тĕлĕшпе 2003 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, унтан ăнăçлă вĕренсе тухать. 2004 çулта Аслă Таяпа шкулĕн директорĕ пулма суйлаççĕ ĕçе тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă, хăйĕнчен тата ыттисенчен çирĕп ыйтакан педагога. 2016 çулччен ĕçлет вăл çак должноçра. Халĕ 4-мĕш çул директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать, пĕр вăхăтрах музыка предметне ертсе пырать.

Ольга Александровнăпа унăн мăшăрĕ Алексей Васильевич ашшĕ-амăшĕпе килĕшÿре пурăнаççĕ. Тăрăшуллă та сăпайлă кине аслисем пĕрремĕш кунранах ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ольга пăянамăшĕпе – пекарньăра чылай çул тăрăшнă Елена Степановнăпа кил-тĕрĕшри хĕрарăм хулĕ çине тиенекен пур ĕçе те шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрле канашласа пурнăçласа пынă. Хуçалăх председателĕнче те ĕçленĕ Василий Алексеевич çамрăксене ырă канаш-сĕнÿпе пулăшса пынă. Шел пулин те, 3 çул каялла вăл пурнăçран уйрăлнă.

Алексей Васильевич 1999 çултанпа автобус водителĕнче тăрăшать. Мăшăр пĕр-пĕринпе тату пурăнать.

Туслă çемье икĕ ывăла пурнăç парса çитĕнтерет. Кĕçĕннисене аслисем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе воспитани парса ÿстереççĕ. Асли – Кирилл – сывлăх енчен хавшакрах çуралать, шкул хыççăн Шупашкарти электромеханика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Иккĕмĕшĕ – Владимир – тĕп хулари кооператив институтĕнче вĕренсе юрист профессине алла илнĕ, Шупашкарти пĕр банкра тăрăшать.

Ольга Александровна ырă чунлă анне, шанчăклă та юратнă мăшăр, хисеплĕ вĕрентекен, çав вăхăтра обществăлла ĕçе хутшăнма та ĕлкĕрет хĕрарăм. Харсăрскере иккĕмĕш хут Аслă Таяпа ял тăрăхĕн депутачĕ пулма суйларĕ ку тăрăхри халăх. Ку ĕçре те хастарлăхĕпе палăрать вăл, халăхпа пĕр чĕлхе тупса вырăнти влаçпа общественность хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, граждансен ыйтăвĕсене ертÿçĕсем патне çитерет. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнче ĕçлекен профилактика, общественность, ветерансен, хĕрарăмсен, канашĕсен ларăвĕсене хутшăнма, шкулти йывăртарах ачасемпе тата çемьесемпе ĕçлеме те ĕлкĕрет.

– Ольга Александровна яваплă çын. Ял тăрăхĕнче çакнашкал общество тиевне туртакансем пуртан палăртнă тĕллевсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ, – пĕлтерет ун пирки Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова.

Сядуковсем килти хушма хуçалăха ăнăçлă аталантараççĕ, карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ.

«Мĕнлерех пулмалла çак пурнăçра? Мĕн пулăшса пырать сана хушăран тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма?» ыйту çине çапларах хуравлать:

– Пурнăçра чи кирли – шалти килĕшÿлĕхе упрани. Чунри лăпкăлăха пула анчах çын хăйне хăтлă та хÿтлĕхлĕ туять. Пурнăçри телей пурлăхпа ытлăх-çитлĕхрен анчах мар, чун тăрăмĕнчен те килет. Хĕвел тухнăшăн, уйăх çутатнăшăн, çĕнĕ кун пуçланнăшăн савăнма, теприне юратма тата çывăх çынсене ăнланма пĕлмелле.

О.Сядукова пек мал ĕмĕтлĕ çынсем пуртан илемлĕ пирĕн пурнăç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code