Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ çул та çитет…

Çĕнĕ çул та çитет…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура чылай ыйту пăхса тухрĕç.

Ыйтусем пуçласа кун йĕркине кăларнисем мар. Пушар проблеми, ак, тахçанах калаçтарать. Çуллахи шăрăх кунсенче унăн хăрушлăхĕ пысăк тетпĕр те, хĕлле те асăрханулăх питĕ кирлĕ – канмалли кунсенче каллех пушар пулнă районта. Çавна май ял тăрăхĕсен территорийĕсенче тимлĕхе пушшех ÿстермелле, котельнăйсене, пĕччен пурăнакан «йывăр» çынсене, кăмакапа усă куракансене контроле илмелле.

Коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен йышĕ те районта чакмасть. Вырăнсенче – Лаш Таяпа, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсене мĕнле йĕркеленине вĕсен пуçлăхĕсем – Светлана Ермакова, Алексей Мартышкин, Валерий Петров паллаштарчĕç. Отчетсем тăрăх Роспотребнадзор требованийĕсене пăхăнни иккĕлентермест: лавккасенче антисептикпе усă кураççĕ, вырăнти вăйпа вăхăтлă дезинфекци ирттереççĕ, сутуçăсемпе тавар туянакансем маскăпа. Çав вăхăтрах халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене тĕрлĕ майпа анлăн тата туллин йĕркелени кирлĕ. Çынсем йышлă пулакан вырăнсенче листовкăсем вырнаçтарсан, вĕсене килсерен салатсан аван.

– Чир-чĕре парăнтарасси вырăнти влаçран нумай килет, – палăртрĕ хăйĕн шухăшне Леонард Васильевич.

Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров районта пурнăçланакан строительствăпа юсав ĕçĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Ялсен территорийĕсене хăтлăлатма пăхса хăварнă 14 проектран /14730,250 пин тенкĕ/ 11-шне вĕçленĕ. Шыв башнисене улăштарассипе те хĕрÿ ĕç пырать. 9-шĕнчен виççĕшне маларах хута янă: Кĕçĕн Таяпа /2 башня/ тата Тăрăм ял тăрăхĕсенче. Ĕç калăпăшĕ пĕтĕмпе 10481,850 пин тенкĕпе танлашать. Паянхи кун тĕлне 7 тăлăх ачаран 4-шне хваттерпе тивĕçтернĕ. «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество Елчĕкри Северная урамĕнчи нумай хваттерлĕ 1-мĕш çурт çивиттине çĕнетессипе ĕçлет… Планпа пăхнă çак тата ытти ĕçсене январьччен вĕçлемелле.

20 пин тенкĕрен пуçласа 600 пин тенкĕ таран тĕрлĕ тавар туянас /закупка/ е ĕç пурнăçлас тесен электронлă ресурспа усă курса ятарлă контракт тумалла. Кирек мĕнле строительство, юсав ĕçĕсене вăхăтлă пуçăнасси асăннă документа мĕнле хатĕрленинчен нумай килет. Унăн вăрттăнлăхĕсемпе канашлура муниципалитетăн «Финанспа ресурссен тивĕçтерĕвĕн центрĕ» хысна учрежденийĕн начальникĕ-тĕп бухгалтерĕ Ирина Петрова паллаштарчĕ. Ыйтăва тĕплĕнрех Чăваш Республикин конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе паллашса уçăмлатма пулать.

2021 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пынă май, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи Зарема Князева, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Филимонова хăйсем ертсе пыракан тытăмсенче район тата республика хаçат-журналĕсене çырăнас кампани мĕнле пынине пĕтĕмлетрĕç. Хаçатсем пирки ыйту çук пулсан, «Халăх шкулĕ» журнала çичĕ вĕренÿ организацийĕнче кăна илсе тăма шутлаççĕ çитес çул. Унта вара педагогсем валли урок планĕсем, тĕрлĕ мероприяти сценарийĕсем тата ытти меслетлĕх материалĕсем кун çути кураççĕ.

«Елчĕк ен» хаçат пирки калас пулсан, ăна кашни çемье, ĕç коллективĕ, яваплă должноçри кашни çын çырăнма кирлĕ. Декабрĕн 20-мĕшĕччен ăна йÿнĕ хакпа – 423 тенкĕ те 48 пуспа çырăнма май пур…

Кăçал сивĕсем ир килнĕ май, хоккей коробкисене хатĕрлессипе ĕç вăр-варлăхĕ нумай кĕттермелле мар пек. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку тĕлĕшпе шыв сапса хытарнă пирки рапортларĕç-ха. Ку ĕçĕн пуçламăшĕ çеç. Коробкăсене çавнашкал тăтăш хатĕрлĕхре тытса тăрасси кăткăс. Мĕнле те пулин юр айне тăвас марччĕ тата.

Часах Çĕнĕ çул та çитет. Унăн сăнне çĕрлехи çутăсен капăрлăхĕнче курма хăнăхнă кашнийĕ. Кăçал мĕн, кăшăллă вирус чăрмав-и, лавккасен, предприятисемпе организацисен çурчĕсен фасачĕсене илемлетессине çине тăрса пуçăнманни курăнать…

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code