Çитес халăх çыравĕ вăхăтĕнче çынсене тата пуçтарнă информацие епле хÿтĕлесси пирки Раççей статистики каласа панă. Алтай республикинче декабрĕн 4-мĕшĕнче «Хăрушсăр çырав – пуласлăхри шанчăк» темăпа «çавра сĕтел» иртнĕ.
Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков палăртнă тăрăх, Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕ цифрăллă пĕрремĕш çакнашкал пысăк мероприяти кăна мар, çынсен пурнăçĕшĕн чи хăрушсăрри пулĕ. Тĕрлĕ инкек курасран, эпидемиологи тата информаци тĕлĕшĕнчен.
Çыравăн тĕп тапхăрĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет. Çитме йывăр районсенче вăл кăçалхи октябрьте пуçланнă та çитес çулхи июнччен тăсăлать. Алтай республики çавăн пек регионсен шутĕнче.
Апрельте иртекен çыравăн хăйнеевĕрлĕхĕ – харпăр хăй пирки Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче пĕлтерме май пурри. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен унта кĕрсе çырав листисенчи ыйтусене хуравласа тултармалла кăна.
Çыравçăсен пурнăçне сыхлама полици, власть органĕсем пулăшĕç. Çырава йĕркелекенсене тата ирттерекенсене инçетренех курăнакан, «çутта каялла тавăракан» паллăсемпе, техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерĕç. Унсăр пуçне, 360 пин çыравçă пурнăçне «СберСтрахование» компанире страхланă.
Ялсенче çыравçăсене пĕр-пĕринпе куллен хутшăннăран пурте паллаççĕ. Пысăк хуласенче вара ют çын сирĕн пата пырать. Вĕсенчен ытларахăшĕ студент е пенсионер. Вĕсене уйăрса илме ятарлă паллăсем пулаççĕ: шарф, жилет тата сумка. Пĕрле паспорт тата удостоверени пулмалла.
360 пин çыравçăна информаци пуçтарма планшет параççĕ. Вĕсене тата унта вырнаçтарнă программăна Раççейре туса хатĕрленĕ тата тивĕçлĕ органсенче сертификациленĕ. Çырав вĕçленнĕ хыççăн планшетсене бюджет шучĕпе тытса тăракан медицина, вĕренÿ е социаллă учрежденисене параççĕ.
Раççейре 131 пин те 609 ялпа хула. Вĕсенчен 99 процентĕнче çуртсен адресĕсене тĕрĕсленĕ, йĕркене кĕртнĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет.
ЧĂВАШСТАТ.