Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш хĕрарăмĕ…

Чăваш хĕрарăмĕ…

Мĕнлерех-ши вăл хальхи чăваш хĕрарăмĕ; Çак тĕнчене лайăхрах тата ырăрах тума пулăшакан-ши; Е хăйĕн чăнлăхне, пултарулăхне çемьере кăна кăтартса, ăнлантарса пама пĕлекен-ши?

Çулсерен ăнкарса, тĕнче тавра курăмне ăнланса, аталанса пыракан, хăйĕн пĕлÿ тата культура шайне ÿстересси пирки шухăшлакан, тăван чĕлхе шăпишĕн, тăван халăхшăн, пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан-ши? Чăваш хĕрарăмĕ тÿсĕмлĕ-ши вăл, ĕçчен-ши е вăйлă-ши? Туйма-курма, чун-чĕринчи илемлĕхĕпе чĕрĕлĕхне кăтартма пĕлет-ши? Тĕнче цивилизацийĕнче уйрăм вырăнта тăракан, авалхи кун-çуллă, хăйне евĕрлĕ пулнипе ыттисенчен уйрăлса тăнине, урăхларах илемлĕ пулнине чухлать-ши? Чăваш чĕлхи мĕн тери çепĕç те илемлĕ пулнипе киленме, чĕререн хĕпĕртесе мухтанма пĕлет-ши? Çак пуянлăх пысăк пĕлерĕшлĕ пулнине ăнланать-ши? Пирĕн çамрăк ăрушăн, чăваш хĕрĕсемшĕн, хисепе тивĕçнĕ тĕслĕхсем пур-и-ха? Пур, паллах. Чăвашсен пĕрремĕш актриси Тани Юн, тĕнчипе паллă балерина Надежда Павлова, СССР халăх артистки, чăваш культуришĕн калама çук пысăк пуянлăх пулса тăракан Вера Кузьмина, Олимп вăййисен чемпионкисем Валентина Егоровăпа Елена Николаева… Çакăн евĕр тĕслĕхсем татах та нумай тупма пулать. Маларах çырнă ыйтусем çине кам хурав парĕ-ши? Кам калĕ-ши – кам вăл чăваш хĕрарăмĕ?

Надина ДЖАВАДОВА /МЫШКИНА/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code