Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтра тÿле те…

Вăхăтра тÿле те…

Çулталăк вĕçленсе пынă май, район администрацийĕн кашни пайĕ, хуçалăхсемпе предприятисем, организацисемпе учрежденисем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тунă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ирттернĕ канашлура та асăннă шухăш тĕпре пулчĕ.

Налук пуçтарас ĕç-пуç, тÿрех калăпăр, нихăçан та çăмăллăн пулса пымасть. Патшалăх умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинче пурте тÿрĕ кăмăлпа тăрăшсан çеç çак ыйту çĕкленмĕ. Çавăнпа «Налук вăхăтра тÿле те лăпкăн çывăр» тени чăннипех те вырăнлă паянхи куншăн. Федерацин налук службин Комсомольскинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов тишкерĕвĕнчен çакă курăнать: кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче вырăнти бюджета 28 миллион та 200 пин тенкĕ пырса кĕнĕ пулсан, Çĕнĕ çулччен тата 2 миллион тенкĕ пуçтармалла. Уйрăммăн ял тăрăхĕсемпе кăтартусем мĕнлерех? Хуравне хаçатăн çитес номерĕнче çутатăпăр. Вячеслав Александрович арендаторсемпе тата уйрăм çынсемпе ĕçлессин витĕмлĕхне ÿстермеллине палăртрĕ.

– Укçана вăхăтлă пуçтармалла, вăхăтлă усă курмалла, – терĕ налук инспекцийĕн пуçлăхĕ.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Алена Быкова районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи çак таранчченхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Чăвашстат тăратнă информацирен районти предприятисен укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ пĕлтĕрхи 10 уйăхпа танлаштарсен 9,2 процент пысăкрах. Строительство енĕпе те лайăх – 185,4 процент. Суту-илÿ предприятийĕсен тавар çаврăнăшĕ те иртнĕ çулхинчен нумайрах: 12,5 процент е 342 млн тенкĕ. Обществăлла апатланура кăтартусем пĕчĕкреххи коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă. Иртнĕ 9 уйăхра пĕтĕмĕшпе ĕç укçи 13,3 процент /25230 тенкĕ/ ÿснĕ.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнчен вăл тапхăрта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă Олег Николаев пуçарăвĕпе уйрăм хушма хуçалăхра ĕне усракансене субсиди парассине йĕркеленĕччĕ. Пирĕн районта асăннă пулăшăва илме заявлени çырнă 1200 ытла çыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Ĕне выльăх тытакансене тăкаксене саплаштарма 1 ĕнешĕн – 2300, 2-шĕн – 3300-шер, 3 е ытларах пулсан кашни ĕне пуçне 4300 тенкĕ субсиди панă.

Çапах ĕç кунпа çеç вĕçленмест-ха. «Укçа шута юратать» каларăша тĕпе хурса ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем 2021 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен райадминистрацин ял хуçалăх пайне отчет тăратма тивĕç.

Патшалăхăн социаллă пулăшу парассин пĕрлехи информаци системи /ЕГИССО/ – çĕнĕ ăнлав. Райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Зарема Князева пĕлтернĕ тăрăх, вăл граждансене тата власть органĕсене тĕрлĕ бюджет шайĕнчен тивĕçтерекен социаллă пулăшусем çинчен кирлĕ информацисемпе паллашма, çавăн пекех социаллă пулăшусем çинчен тĕрлĕ хыпар пĕлме май парать.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code