Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йыхăрать ялти вулавăш

Йыхăрать ялти вулавăш

Паянхи библиотека кĕнеке вулама кăмăллакансен юратнă вырăнĕ кăна мар, информаци центрĕ пулса тăчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас енĕпе хушма мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн курăмлă аталанăвăн çул-йĕрĕсене палăртнă. «Культурăна аталантарасси» юхăмпа библиотекăсен пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланчĕ. Республика тата район ку енĕпе 1766325 тенкĕ уйăрнă. Чаплă сĕтел-пукансемсĕр пуçне тата 23 çĕнĕ компьютерлă пултăмăр. Çаксем пĕтĕмпех пирĕн пата килсе çÿрекенсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме май параççĕ.

Районти тĕп библиотека кăçал шал енчен хăйĕн сăн-сăпатне тĕпрен улăштарчĕ. Вулав, кĕнеке залĕсем çеç мар, фойе те хальхи самана ыйтнă пек çĕнелсе хитреленчĕç. Ача-пăча уйрăмĕ юмах тĕнчине аса илтерет. Шкул ачисем хавхаланса çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ. Кунта кĕнеке вуланисĕр пуçне тĕрлĕ видеороликсем курса киленме майсем пур. Тĕплĕ юсав ĕçĕсене ирттерме республика 1627659 тенкĕ уйăрнă. Çав вăхăтрах ялсенчи вулавăшсем пирки те манман. Аслă Таяпари, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Аслă Елчĕкри библиотекăсене те çĕнĕ сăн кĕртнĕ.

Уйрăмах вулавăшсем паха пĕлтерĕшлĕ кĕнекесемпе пуянланни савăнтарать. Раççейри паллă «Азбука-Аттикус», «Росмэн», «АСТ» тата «Детская литература» издательствăсем кăларнă çĕнĕ кĕнекесем сентресем çинче тусанланса выртмĕç, вĕсемпе кашни çын паллашма пултарать. Çавăн пекех Чăваш кĕнеке издательствинчен, Чăваш бибколлекторĕнчен чăваш, тутар литературисене туяннă. Çапла вара кĕнеке фондне 5000 ытла издани хутшăнчĕ. Паха кĕнекесене туянма патшалăх 1010638 тенкĕ уйăрнă.

Эпир районта пурăнакансен вулав культурине ÿстерессине яланах пĕрремĕш вырăна хуратпăр. Библиотекăсенче 35 клуб-кружок ĕçлет. Вĕсенчен 3-шĕ районти тĕп библиотекăра. «Шурă туя», «Çут çанталăк тата çын» клубсем чылай çул ăнăçлă ĕçлеççĕ. Унта ытларах аслă ăрури тата сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах çынсем çÿреççĕ.

Пурнăç çамрăксене анчах мар, ватти-вĕттине те тăтăшах вĕренме ыйтать. Çавăнпа та юлашки çулсенче финанс пĕлĕвĕн шкулне уçрăмăр. Аслă ăрури çынсем çĕнĕ технологисенчен тăрса юлас мар тесе финанс пĕлĕвĕн шкулне интересленсе килеççĕ. Кунта банксен ĕçченĕсем паянхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ.

Районти библиотекăсенче 61 компьютер шутланса тăрать 10 библиотекăра пысăк хăвăртлăхлă интернет ĕçлет. Пандемие пула кăна вулакансен ыйтăвĕсене телефонпа е дистанци мелĕпе тивĕçтеретпĕр, мероприятисене социаллă сетьсенче çутататпăр. Ял çыннисене дистанци конкурсĕсене, онлайн-мероприятисене хутшăнтаратпăр. Елчĕксем кăçал республикăри, районти 242 тĕрлĕ информаципе культура онлайн-мероприятине хутшăннă. Уйрăмах Астăвăмпа мухтав çулталăкне тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă конкурссенче, викторинăсенче, фестивальсенче библиотекарьсем пысăк активлăх кăтартаççĕ.

«Пултарулăх çыннисем» регион проект шайĕнче Лариса Кудряшова, Ольга Архипова, Анна Медведева, Светлана Сайкина библиотекарьсем хăйсен ăсталăхне Санкт-Петербургри культура институчĕн ятарлă вĕренÿ курсĕсенче ÿстерчĕç. Çакă, паллах, малашнехи ĕçе тухăçлă та тĕрлĕ енлĕ пурнăçласа пыма пулăшĕ.

А.ПЕТРОВА,
тĕп библиотека директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code