Хĕллехи сивĕ кунсене уйрăмах кăмăллать Элекçей Тимешри Борис Пятаков ĕç ветеранĕ. Каçхине урамри юпасем çинче çутăсем çутма пуçласан тумланать те хĕл илемĕпе, сывлăшĕпе киленме васкать вăл. Тăван ял урамĕсемпе кăкăр тулли сывласа утать те утать çитмĕлти арçын. Иртнĕ çулсенче ял Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче уйрăмах йăлтăр-ялтăр çутăсемпе илемлĕччĕ, кăçал ремесла çурчĕ те кичеммĕн, тунсăхлăн ларни сисĕнет. Культура вучахне чĕртсе, ялкăштарса тăракан çукран унăн сукмакне юр хÿсе каясшăн. Çакă, паллах, 30 çул ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă та культурăллă канса ирттерес тесе хăйĕн пĕлĕвне, ăсталăхне парса тăрăшнă Борис Михайловичăн чунне ыраттаратех çав.
Ремесла çурчĕпе фельдшерпа акушер пункчĕ пĕрле вырнаçнăран кунти котельнăйра тăрăшма пăрахман-ха вăл, унти сукмака аван хытарнă. Виçĕ теçетке çул хушшинче ялти клубра унăн алли тĕкĕнмен кĕтес те юлман. Питĕ тирпейлĕ тытса тăратчĕ типтерлĕ хуçа çурта. Чи курăмлă ĕçсенчен пĕри – пушă ларакан кино будкинче ачасен «Ăста алăсем» кружокне йĕркелени. Районта ниçта та çук пуян мастерскойне епле мăнаçлăн тытса тăратчĕ-ха вăл. Ачасем вăл вĕрентнипе тăрăшсах «тукмак» аллине туптатчĕç, ашшĕ-амăшне хăйсем ăсталанă пĕрремĕш парнисемпе савăнтаратчĕç. Мĕн кăна тума вĕрентмен унăн ылтăн аллисем.
– Кирек мĕнле ĕçре те киленÿ тупма пулать. Ăна чун-чĕререн юратса пурнăçламалла çеç. Халĕ, виççĕмĕш çул ĕнтĕ, хутран карçинккасем ăсталатăп. Питĕ кăсăклă та таса ĕç. Йывăçсене касса кăларса ăсталама вăхăт нумай кирлĕ. Хăвасемпе тĕрлĕ япала çыхасси те хыçа юлчĕ пулĕ. Халĕ урăхла ĕç савăнăç кÿрет, – тет ÿркенмен ăста.
Борис Михайлович ача-пăча чухне хăйĕн пурнăçне культурăпа çыхăнтарассине шутлама та пултарайман пулĕ. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. Дипломлă электрик Совет çарĕнче дивизин команда пункчĕн телефонисчĕ пулнă, çур çултанах ăна телефон станцийĕн начальникне лартнă. Çемьери кĕçĕн ывăл ачаранах çирĕп дисциплинăллă, харсăр ÿснĕрен ĕнерхи салтака «Прогресс» колхозра ăшшăн йышăннă. Çулсем иртнĕçемĕн хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаканскер «Районти чи лайăх электрик» ята тивĕçнĕ. Унтан вăл «Сельэнерго» производство пĕрлешĕвне ĕçлеме куçнă. Кунта та унăн сăн ÿкерчĕкне пĕрлешĕвĕн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
1990 çулта шăпа ăна клуба илсе çитернĕ. Чи малтанах илеме чунпа туякан арçын çурта юсаса çĕнĕ тĕс кĕртес тесе тимленĕ. Пилĕк çултанах «Республикăри чи лайăх культура çурчĕ» ята тивĕçнĕ. Вырăнти мастерской ĕçĕ районта кăна мар, республика шайĕнче хăйĕн ĕçĕпе палăрнăран 2004 çулта клуба ремесла çурчĕ теме йышăннă. Ахальтен мар Борис Михайлович йывăçран касса, эрешлесе ăсталанă кил-тĕрĕшре усă курмалли хатĕр-хĕтĕр, юмахри сăнарсем чĕррĕн туйăнаççĕ. Пĕр вăхăт маçтăрăн чунĕ ытларах чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсем патне ытларах туртăннă. Çатăрка, параппан, тÿнкки, шакăртма, шакмак… 20 тĕрлĕ инструмент ăсталанă. Вĕсене хамăр, кÿршĕ районсенчи фольклор ушкăнĕсене нумай парнеленĕ вăл.
– Пĕчĕк шăпăрлансене чăваш халăх инструменчĕсемпе паллаштарас, садике çÿрекен пепкесемпе фольклор ушкăнĕ йĕркелес тĕллевпе Борис Михайлович пире те нумаях пулмасть хăй аллипе тунă музыка инструменчĕсене парнелерĕ. Тавах хисеплĕ маçтăра, – тет «Чебурашка» ача садĕнчи музыка ертÿçи Иван Шурбин.
Хăй вăхăтĕнче кружока çÿрекен ачасем ăсталанă япаласемпе, сувенирсемпе, шавлă инструментсен коллекцийĕпе районти çеç мар, республикăри мероприятийĕсенче нумаййăн интересленнĕ. 2010 çулта Шупашкарти Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче унăн «Йывăçран ăсталанă тĕлĕнтермĕшсем» куравĕ ĕçленĕ. Тепĕр тăватă çултан «6х7» галерейăра республикăра пурăнакансем Элекçей Тимешĕн талантлă çыннин ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Районти тăван тавралăх музейĕнчи куравсем епле çÿллĕ шайра иртетчĕç тата! Борис Михайлович мастер-класс йĕркелетчĕ. Хăйĕн ăсталăхне çамрăксене вĕрентсе хăварассишĕн ăнтăлатчĕ. 2012 çулта культура ĕçĕнчи хастарлăхшăн ăна Раççей Федерацийĕн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Ытти Хисеп тата Тав хучĕсем те йышлă маттур çыннăн.
Борис Пятаков Елчĕк ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ. Вăл хăйĕн вăйĕпе ял гербне туса хатĕрленĕ. 27 çул ял старостинче вăй хунăран тăван тăрăх историйĕпе кăсăкланать. Урамсене, масара тирпейлĕ тытассишĕн те сахал мар тăрăшнă. Аваллăха упрас тесе килĕнче пĕчĕк музей те йĕркеленĕ. Хăтлă çурта кĕрес умĕн хăйĕн ĕçĕсене типтерлĕ вырнаçтарса тухнă тарават та уçă кăмăллă хуçа.
Çак тарана çитиччен вăл ăсталанă тĕрлĕ сувенирсен, ĕçсен шутне шутласа кăлараймăн. Вĕсене кама кăна парнелесе савăнтарман-ши? Кил хуçи хĕрарăмĕсем кухньăра унăн тĕрлĕ япалисемпе анлă усă кураççĕ. Çĕçĕне те чăваш тĕррипе илемлетнĕ, ывăсне тата ыттине те. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕ хурăн, çăка, юман, вĕрене йывăçĕсене уйрăмах мала хурать. Пĕлĕш-юлташĕсене хăва туратĕнчен тунă авторучка миçе çĕр штук парнелемен-ши? Вĕсем çĕрĕ-çĕрĕпе е кунĕпе аппаланнă ĕçсем. Çынсене ырă тунăран, савăнăç кÿнĕрен вăл ывăннине те пĕлмест.
Борис Михайлович юратнă мăшăрĕпе телейлĕ пурăнать. Зоя Васильевнăпа иккĕшĕ 46 çул пĕр сукмакпа шăкăл-шăкăл утаççĕ. Мăшăрĕ унăн пултарулăхне мала хурать, хăй те ăста алăллă. Пятаковсем виçĕ хĕр çуратса анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Светлана, Надя, Нина ашшĕпе амăшне пилĕк мăнукпа савăнтарнă.
Таврари паллă ăстана çичĕ теçетке çул урлă каçнă тесе калаймăн, вашлаттарса кăна утать, малашне мĕнле сувенирсем хатĕрлессине шухăшлать. Тĕрлĕ хаçат-журнал вуласа хăйне кăсăклантаракан ĕç тупатех. Телевизор пăхнă чухне те унăн ылтăн аллисем ахаль лараймаççĕ. Вăл хăйĕн çĕнĕ ĕçне ыттисене паллаштарма, хутран карçинкка çыхма вĕренес текенсене ырă сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр. Кăмăлĕ çапла унăн: хăй мĕн пĕлнине çамрăксене вĕрентесси, аваллăха упрасси, çĕннине мала хурасси…
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Б.Пятаков районăн 90 çулхи юбилейĕнче.