Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ипотека пулăшать

Ипотека пулăшать

Ял ипотеки вăя кĕнĕренпе республикăра пурăнакан 700-е яхăн çын 1 миллиард ытла тенкĕ кредит илнĕ.

Ипотека проценчĕ кăçалхи инфляци шайĕнчен те пĕчĕкрех пулни тата Чăваш Ен Правительстви çамрăк çемьесем, социаллă сферăра, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем валли хушма çăмăллăхсем кĕртни унăн пĕлтерĕшне тата ÿстернĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе нумай çын усă курасшăн. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пурин кăмăлне те тивĕçтерес тесе, регион валли хушма укçа-тенкĕ те ыйтма тивнĕ.

«Ял ипотекипе усă курас текен нумай пулнин вăрттăнлăхĕ – çак программăн ансатлăхĕнче тата тухăçлăхĕнче, – тенĕ Россельхозбанкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская. – Çурт, хваттер ыйтăвĕ кирек камăн пурнăçĕнче те сиксе тухать. Банк «Яллă территорисене комплекслă аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ ставкăсем çак ыйтăва çемьене пысăк чăрмавсăр татса пама май параççĕ. Ял ипотекине уйрăмах çамрăк çемьесем килĕштереççĕ. Пĕрремĕш тÿлев вырăнне кăçалтан пуçласа амăшĕн капиталĕпе усă курма май пурри те – пысăк пулăшу. Ипотекăна илнисенчен çурри – шăпах çамрăк çемьесем, ялта ĕçлесе пурăнакансем е кун-çулне агропромышленность комплексĕпе çыхăнтарнăскерсем».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code