Кил-çуртра пушар тухни – калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, пушар вара ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать.
Иртнĕ çул районта 29 пушар тухнине регистрациленĕ /виçĕм çул – 24/. Çулăм кÿнĕ тăкак 565 пин /941 пин/ тенкĕпе танлашнă. Елчĕк ял тăрăхĕнче – 8, Лаш Таяпа – 6, Аслă Пăла Тимеш – 4, Тăрăм тата Кĕçĕн Таяпа – 3-шер, Курнавăш, Аслă Таяпа – 2-шер, Çирĕклĕ Шăхаль – 1 пушар тухнă. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче иртнĕ çул пĕр пушар та пулман пулсан, кăçал вара унта 1 пушар алхасма ĕлкĕрчĕ. Инкексен тĕп сăлтавĕ – халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче. Çавăн пекех «хĕрлĕ автан» электрооборудованисем юсавсăр пулнипе, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманнипе алхасать.
Пушартан асăрханар, ку енĕпе хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар.
В.ГРИГОРЬЕВ.