Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ăнăçлă аталанать

Ăнăçлă аталанать

«Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци проекчĕ пурнăçа нумай çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Çавна май патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ ăнăçлă аталанать, тĕрлĕ пулăшăва килтен тухмасăрах электрон мелĕпе илетпĕр.

Районта пурăнакансен пысăк пайĕ халĕ патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ, халăх унпа ăнăçлă усă курать: налук службин, Пенси фончĕн, Росреестр ресурсĕнче, медицина, ЖКХ, вĕрентÿ, ШĔМ тата ÇÇХПИ тытăмĕсенче, ытти информтытăмпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлать.

Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев шăпах электронлă майпа ĕçлессине тата ку енĕпе пулăшу илессине ăнăçлă пурнăçа кĕртни коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçре витĕмлĕ мел пулнине палăртнă. Власть органĕсен ертÿçисене вăл çак темăна уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code