Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилесси – çак тема Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕн тĕп теми пулнă. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Шурă вилĕмпе кĕрешесси çĕршыв шайĕнчи çивĕч ыйту. Çакна Раççей Президенчĕ Владимир Путин патшалăхăн наркотиксемпе кĕрешмелли политикин 2030 çулчченхи стратегине алă пусса çирĕплетни лайăх кăтартать. Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилес ĕç республикăра тивĕçлипе пурнăçланса пырать. Иртнĕ çул социаллă пулăшу учрежденийĕсене суд наркоманирен сипленмелли, диагностика тумалли йышăну кăларнă 64 çын пынă /пĕлтĕр 37 çын/, вĕсенчен 48-шĕ социаллă реабилитаци витĕр тухнă. Ыттисене унашкал реабилитаци кирлĕ пулман. Наркологи диспансерĕ шута илнĕ тепĕр кăтарту та пур – çулталăк пуçланнăранпа 454 çынна ĕçе вырнаçма пулăшнă. Вĕсенчен 59-шĕ – наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсем, 395-шĕ – ĕçкĕпе туслисем.
2020 çулхи вунă уйăхра наркологи службин реабилитаци уйрăмĕнче 383 çынна сипленĕ, вĕсенчен 74-шĕ – наркомансем. Пĕтĕмпе вара психотерапи клубĕсем 1,6 пин ытла çынпа ĕçленĕ, çак йыша наркомансен çемйисен членĕсем те кĕнĕ. Стационар условийĕсенче реабилитаци программи витĕр тухнă çынсенчен 32-шĕ сиплеве ăнăçлă вĕçленĕ, амбулатори условийĕсенче 26 çын сывалнă, реабилитацин вăтам вăхăчĕ 27-28 кунпа танлашнă.