Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕнекепе тус-юлташлă пулар

Кĕнекепе тус-юлташлă пулар

Кĕçĕн класс ачисемпе ĕçленĕ май мана юлашки вăхăтра вĕренекенсем кĕнеке сахал вулани пăшăрхантарать. XXI ĕмĕр телевиденипе компьютер тапхăрĕ пулнă вăхăтра мĕн пĕчĕкренех ача-пăча пушă вăхăта ытларах экран умĕнче ирттерет. Вăл хăйĕн асамлă вăйĕпе ачана пĕтĕмпех хăй тыткăнне илет. Серепене лекнĕскер вăл кăнттамрах, чунсăртарах пулнине асăрхатăн. Унăн хавхалану туйăмĕ те сахал. Карас телефонĕнчен илнĕ хатĕр информаци ачан пĕтĕмĕшле аталанăвне чарса лартать. Çак лару-тăрура кĕнеке вуланин пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Мĕн тумалла-ха аслисен ача кĕнеке вулама юраттăр тесен;

Чăн малтанах библиотекăпа пĕр çыханура пулни кирлĕ. Чăваш чĕлхи илемне, унăн çепĕçлĕхне туйса илме алла кĕнеке тытса вуламасăр май çук. Кашни ачана пĕчĕкренех илемлĕ вулав кĕнекипе кăсăклантарса яма пĕлмелле. Кунта вара ачасемпе библиотекăна час-часах кайса çÿрени питĕ усăллă. Библиотека алăкĕ килекенсемшĕн яланах уçă. Унăн шалти тупри иксĕлми. Кашниех унта мĕн шыранине тупатех: чун-чĕре валли те, ăс-тăн валли те, кăмăл-сипет валли те.

Ачасене кĕнеке вулама явăçтарасси учительпе библиотекарь пĕр тĕллевпе килĕштерсе ĕçленинчен нумай килет. Кĕнеке вулани ачан туйăм тĕнчине, тĕнче курăмне йĕркелес ĕçре уйрăмах пысăк. Шкул ачи пĕчĕкрен кĕнеке чи шанчăклă юлташ, пĕлÿпе кăмăл-туйăм çăлкуçĕ пулнине туйса илсен – вăл чăн-чăн вулавçă пулма пултаратех.

Тин шкул урати урлă каçнă шăпăрлансене пĕрремĕш кунсенченех библиотекăна явăçтарма тăрăшатăп. Çакă воспитани ĕçĕнче пысăк пулăшу парать. Кĕнекесем ачасене тăван халăха юратма хавхалантараççĕ, патриотизм туйăмĕсене çĕнĕ шая çĕклеççĕ, кулленхи пурнăçра кирлĕ, усăллă пĕлÿсем параççĕ.

Ачасем библиотекăна пырса кĕрсенех хаçат-журналсемпе тулнă сĕтелсем хушшине ларса вĕсемпе паллашма кăмăл таваççĕ, вĕсене киленсех вулаççĕ. «Тетте» журналпа «Тантăш» хаçат – ачасен çывăх тусĕсем. Çĕнĕ хаçат-журналсем е кĕнекесем библиотекăна çитнине сиссессĕнех хаваспах вĕсемпе паллашма васкатпăр.

Библиотека фончĕ çултан-çул ача-пăча валли çырнă çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлансах пырать, мĕншĕн тесен «шанчăклă та ăслă тус» яланах ачасемпе пĕрле пултăр тесе пирĕн республикăри Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсем вулакан патне çулсерен вун-вун кĕнеке çитереççĕ. Кĕнекесенчи текстсене сюжетлă ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вĕсем калăпăшĕпе пысăках мар, содержанийĕ интереслĕ. Ачасен кĕнекесене вуланăçемĕн вулас килет, алăран та ярас килмест. Халĕччен пĕлмен çĕнĕ япаласем çинчен вуласа пĕлни вĕсене тыткăнлать. Ахальтен каламан пулĕ çав ваттисем: «Кĕнеке алăра – çĕнĕ пĕлÿ пуçра», – тесе. «Кĕнекепе туслашсан ăслăлăх пухан», – тесе çирĕплетекен ваттисен сăмахĕ те кунта питĕ вырăнлă. Кĕнекепе юлташ пулни ачасен пĕлес туйăмне хускатса шухăша ярать, вĕсен тĕнче курăмне ÿстерет, сăпайлă пулма вĕрентет.

Паллах ĕнтĕ, ачасен вулав туртăмне ÿстерес ĕçре ашшĕ-амăшĕн те яваплăха туймалла. Ачана кĕнекепе паллаштарма виçĕ çултан кая юлмасăр тытăнмалла. Мĕн пĕчĕкренех юмахсем, кĕске калавсем, сăвăсем илемлĕ сасăпа, ăнланмалла вуласа памалла. Ача кашни каç аслисем вуласа панă май çывăрса кайтăр, тепĕр кун та çавăн пек пуласса кĕттĕр. Ачана шкулта вулама вĕренме тытăнсанах унăн вулав хăвăртлăхне ÿстерессишĕн çине тăрса ĕçлемелле, унтан ăна кĕнеке вулас ĕçе юратма хăнăхтармалла. Çемьере кашни каçах сасăпа вулассине йĕркелемелле. Ашшĕ-амăшĕн çак ĕçе тума вăйне те, вăхăтне те шеллемелле мар. Çакна каласа хăварас килет: ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вулама юратни – ачасемшĕн пысăк тĕслĕх пулса тăмалла. Ача пушă вăхăтра çемьери çитĕннĕ çынсем кĕнеке тытса ларнине курать пулсан, вăл хăй сисмесĕрех кĕнекепе интересленме пуçлать. Кĕнеке вулама юратакан çемьере ÿсекен ачасен çак интерес хăвăрт çирĕпленет.

Т.МАРКОВА.
Елчĕк шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code