Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăкра республикăра та, районта та тĕрлĕ мероприяти иртет.
Сăр чикки – чăваш халăх историйĕн хурлăхлă, çав хушăрах мăнаçлă страници. Арçынсем вăрçă хирĕнче çапăçнă вăхăтра хĕрарăмсем выçлăха, сивве тата калама çук ывăннине пăхмасăр резерв хÿтĕлевĕсен строительствинче пĕтĕм вăйран тăрăшнă.
Сăр тата Хусан енче окоп чавнисен паттăрлăхне халăх асĕнче хăварас тĕллевпе «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ документлă фильм ÿкерет. Сăмах май каласа хăварсан, сценари авторĕ тата режиссерĕ пирĕн ентеш – Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Енейкин.
Пулас фильмăн сценисене Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Сăр хĕрринче ÿкернĕ тапхăрне Елчĕк районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Адюкова /Аслă Елчĕк/, Г.Малова /Аслă Таяпа/, Г.Енейкина /Патреккел/ тата çак йĕркесен авторĕ Н.Левая /Çирĕклĕ Шăхаль/ хутшăнчĕç.
«Вăрçă вăхăтĕнче тылри халăх мĕнле чăтнă-ши çак йывăрлăха; Пирĕн анне-асаннесем тÿснине урăхран никамăн та курмалла ан пултăрччĕ!» – çапла пĕтĕмлетÿ турĕç алла кĕреçе тытса сивĕре шăн çĕре такканă вĕрентекенсем.