ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăн 2021-2023 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă.
Чăваш Ен хысни кăçал 67,7 миллиард тенкĕ пуянланĕ. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн 1036,1 млн тенкĕ хушма укçа уйăрнă, вĕрентÿ учрежденийĕсен инфратытăмне çĕнетмешкĕн – 1,7 млрд тенкĕ. Сывлăх сыхлавĕ валли 2,3 млрд тенкĕ пăхса хунă, физкультурăпа спорт отраслĕ 309,7 млн тенкĕ пуянланĕ. Çав шутран уйăрнă укçапа Елчĕкре стадион-площадка та тăвĕç.