Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыркăмăллăх ан сÿнтĕр

Ыркăмăллăх ан сÿнтĕр

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлăва чыславран пуçларĕ.

Малтанах Леонард Васильевич Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхне Алексей Мартышкина 50 çулхи юбилей ячĕпе саламласа Тав çырăвĕпе чысларĕ, малашлăхра та ăнăçуллă ĕçлесе пыма çирĕп сывлăх сунчĕ. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ республикăри «2020 çулхи чи лайăх ЗАГС» конкурса хутшăнса уйрăм номинацире çĕнтернĕ май, Надежда Баймушкина пай начальникĕ Диплома, Курнавăш, Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕсен, ачасен пултарулăх çурчĕн представителĕсем ачасене çул-йĕр суранлăхĕнчен упрас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсене активлă тата ăнăçлă туса пынăшăн ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Леонард Левый пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енре «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ старт илнине пĕлтерчĕ. Асăннă фонд 1995 çултах йĕркеленнĕ. Пархатарлă ĕçе пирĕн районта пурăнакансем те çулсерен хастар хутшăнаççĕ. Пухăннă укçа-тенкĕ каяллах кунта çаврăнса килет-çке. Иртнĕ çул, акă, пухмача пĕтĕмпе 205 пин те 122 тенкĕ укçа пухăннă пулсан, 50 пинне ракпа чирлĕ ачана сиплеме, 155 пинне Аслă Елчĕкри вăтам шкул çумĕнче шкулчченхи ачасен ушкăнне тума уйăрнă. Маларахри çулсенче Курнавăшри, Елчĕкри шкулсенче ача-пăча площадкисем йĕркелеме, тĕп больницăри ачасен уйрăмне тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтерме янă.

Канашлура халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Наталия Николаева коллективăн 2020 çулхи ĕç-хĕлне туллин хатĕрленĕ слайдсем тăрăх паллаштарчĕ. Специалистсем уйăхсерен 7349 çынна 36 тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ, çакă районта пурăнакан халăхăн 47 проценчĕпе танлашать. Отчетлă тапхăрта çăмăллăхсемпе усă куракансене 146 млн та 856 пин тенкĕ укçан тÿленĕ. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята стаж тăрăх илес тесен хĕрарăмсен 37 çул та 6 уйăх, арçынсен 42 çул та 6 уйăх ĕç стажĕ пулмалла. Пĕлтĕр 85 çын çак ята илнĕ.

Уйрăм категорири çынсене, çемье тупăшĕ пурăнма кирлĕ шайран пĕчĕкрех пулсан, хăйсен пÿрчĕсене хутса, ăшăтса пурăнма патшалăх хушма тÿлев – коммуналлă тăкаксемшĕн субсиди парса пулăшать. Иртнĕ çул асăннă тÿлевпе 108 çемье усă курнă.

2020 çулхи çĕнĕлĕхсем пирки илес пулсан, 3 çултан пуçласа 7 çулхи ачасемшĕн уйăхсерен тата шкула кайма хатĕрленмешкĕн пĕр хутчен 5 пин тенкĕ укçан тÿлесси, сахал тупăшлă çемьесене социаллă контракт мелĕпе пулăшасси тата ытти те вăя кĕнĕ. Уйрăмах пĕлтерĕшли – Чăваш Республикин «Вăрçă ачисем» саккун. Унпа килĕшÿллĕн 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çуралнисем ятарлă удостоверение тивĕçеççĕ. Районта паянхи кун тĕлне 1328 ветерана çак документа панă.

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ачаллă çемьесене уйăхсерен паракан пособисем ÿснĕ. Çемьери 3 çулхи ачаран пуçласа 7 çулхи ачасене укçан тÿлессипе те улшăнусем пулĕç…

Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова паян кашнине калаçтаракан çивĕч ыйтăва – инфекци чирĕсем пирки чарăнса тăчĕ. 2020 çулта тата иртнĕ 2 уйăхра районта гриппа 11, çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕпе /ОРВИ/ 1223, пневмонипе 410, КОВИДпа 480 çын чирленине палăртнă. Кăшăллă вирусран сывалнисем – 342-ĕн, вилнисем – 15-ĕн.

Асăннă чир-чĕрсенчен сыхланасси, паллах, прививкăпа вакцинаци тутарнинчен нумай килет. 2020-2021 çулсенчи эпидеми тапхăрĕнче грипа хирĕçле 8478 çынна профилактика прививки тумалла пулсан, хальхи вăхăтра кăтарту 52,2 процентпа танлашать. Кунта вĕренекенсен /98,5 процент/, сывлăх сыхлавĕпе шкулсенче ĕçлекенсен /97,2 процент/ кăтартăвĕсем – чи пысăкки.

Вакцинаци ыйтăвĕ тата çивĕч тăрать: хальлĕхе 333 çын çеç тухнă çак процедура витĕр. Яваплăх кунта та кирлех.

Чăваш Енри социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕн тĕп специалисчĕ-уполномоченнăйĕ Алина Сверчкова фонд паракан патшалăх пулăшăвĕсем çинчен ăнлантарса пачĕ.

Канашлура ытти ыйтусене те хускатрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code