Кашни çулах çул çинче миллионшар авари пулать. Вĕсенче пиншер ача вилет, суранланать.
Аварисем ачасен хăйсен айăпĕпе те сахал мар пулаççĕ: çул çинче е çул айккинче выляççĕ, палăртман вырăнтан каçаççĕ, транспорт хатĕрĕ çине тĕрĕс мар лараççĕ е тухаççĕ. Çакăнта эпир, воспитательсем те, профилактика ĕçне çителĕксĕр йĕркелетпĕр пулĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ те ачисем умĕнчех çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем сахал-им;
Çул çинчи «вăрçа» хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти «Илемпи» шкулчченхи ушкăнра ĕçлекенсем тĕрлĕрен мероприяти ирттереççĕ. Шĕвĕрккесемпе конкурссемпе калаçусем йĕркелени, çул çинчи паллăсемпе паллаштарни, ашшĕ-амăшне сĕнÿсем пани пĕрлехи ĕçре пулăшма кирлех. Елчĕкри полици уйрăмĕн сотрудникĕсемпе ирттерекен тĕл пулусем те усă пама тивĕç.
А.СМИРНОВА,
воспитатель.