Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывсăр пурнăç-и?

Шывсăр пурнăç-и?

Шыв пур-и? Пур. Унăн пĕлтерĕшне вăл çук чухне çеç туйса илетпĕр.

Елчĕк ялĕнче виçĕ кун шыв пулмарĕ. Октябрь урамĕнче пăрăх шăтнă пулнă иккен. Халăх шывлă пулас тесе «Прогресс» хуçалăхăн автопаркне, пусăллă уйрăм çынсем патне, «Радуга» лавкка хыçĕнчи çăл куçа çÿрерĕç. Ку капла-ха. Комсомольская урамĕнчи 12-мĕш çуртри хăш-пĕр хваттерсенче вара ăшă пăрăхĕсем те шăнса ларнă. Колонкăсене çĕнĕрен ĕçе кĕртессипе те нушаланас пулать-ха. Кĕскен каласан, пĕр кăлтăк темиçе инкек «çуратать».

«Спутник» ООО ĕçченĕсем ытларикун шăтнă пăрăха улăштарнă-ха. Район центрĕнчи, çавăн пекех чылай ялти шыв пăрăхĕсемпе колонкăсем тахçанах кивелнĕ. Кун пек пысăк кăлтăксем малашне те пулмассине кам шантарать; Çавна май асăннă общество çумĕнчех авари служби йĕркелемелле мар-и?

И.ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code