Регионти уйрăм предпринимательсен пысăк йышĕнче — 15,7 пин хĕрарăм.
«Предприниматель анне» конкурс — шăпах вĕсем валли. «Манăн бизнес» центр çак конкурса хутшăнмашкăн заявкăсем йышăнма пуçланă. Тупăшăвăн регионти тапхăрĕн çĕнтерỹçисене 150 пин тенкĕлĕх грантпа хавхалантараççĕ. Раççей шайĕнче вара кĕрешỹ 1,5 миллион тата 250 пин тенкĕлĕх призсемшĕн пырать.

