Чăваш Енре пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа пысăк тиевлĕ машинăсене регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсемпе çÿреме чараççĕ.
Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов палăртнă тăрăх, асăннă чару пассажир автобусĕсене, апат-çимĕçпе эмел, чĕр чунсене, им-çам, топливо, вăрлăх, почта турттаракансене, РФ Оборона министерствин транспортне, чрезвычайлă лару-тăрура пулăшма васкакан йывăр тиевлĕ машинăсене пырса тивмест. Чару вăхăтĕнче автомобиль çулĕсемпе çÿреме ирĕк илес тесен вара Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕн тараса тĕрĕслевĕн пайне каймалла.