101, 112 – питĕ пĕлтерĕшлĕ телефон номерĕсем. Вĕсемпе васкавлă службăна вăхăтра шăнкăравласа пĕлтернинчен питĕ нумай килет.
Анчах асăннă номерсемпе урăх тĕллевпе – иртĕхсе е выляса та усă кураççĕ. Ун пек чухне, суя информаци панăшăн, çитĕннисене 1000-1500 тенкĕ таранччен штрафлама пултараççĕ. Çула çитмен ачасен айкашăвĕ вара ашшĕ-амăшне «ура хурать».
Нарăсăн 6-мĕшĕнче Елчĕкри пушар чаçне Кушкă ялĕнчен темиçе хутчен те шăнкăравланă, анчах никам та чĕнмен. Юлашкинчен чăтайман пуль, пушар тухни çинчен пĕлтернĕ. Автомашинăсем тÿрех çула тухнă. Пĕлтернĕ адреспа çитнĕ – йĕркеллех.
Суеçе тупса палăртасси хальхи саманара йывăр мар: ăçтан, кам, мĕнле телефонпа калаçнине çийĕнчех çирĕплетнĕ: ялти шкулта вĕренекен 10 çулхи ача иккен. Асăннă тĕслĕхе КДН ларăвĕнче пăхса тухса тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тунă.