Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй тĕллĕн ĕçлекен нумайланнă

Хăй тĕллĕн ĕçлекен нумайланнă

Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илсех пырать. 2020 çул кăтартăвĕсем тăрăх унăн регионăн пĕтĕмĕшле продуктĕнчи тÿпи 33,7 процентпа танлашнă. Çулталăк маларах ку кăтарту пĕчĕкрех пулнă – 30 процент.

Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков палăртнă тăрăх, Чăваш Енре ĕçлекенсен виççĕмĕш пайĕ пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсенче вăй хурать, налуксен 40 процентне çав субъектсем тÿлеççĕ. Кăмăллă тепĕр кăтарту: республикăра хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ хушăнсах пырать – 11750 çын. Çак йышăн тĕп пайĕ – 8,5 пин çын, хăйсен ĕçне Чăваш Енре пурнăçлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code