Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ентешĕн çĕнĕ ĕçĕ

Ентешĕн çĕнĕ ĕçĕ

Константин Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕн репертуарне спектакль – «Чуххăм Ванькка авланать – кай-кай-кай…» ятлă икĕ пайлă камит кĕртнĕ.

Кулăшла самантсемпе, ăшă шÿтсемпе, юрă-ташăпа пуян спектакль-камите Шăмалак ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă. Спектакль театр сцени çинче çĕнĕ çулта сезон вĕçленичченех пулать. Çакна та каласа хăварар: пирĕн ентеш çырнă пьесăпа лартнă «Пихампар чунĕ манра» икĕ пайлă музыка спектаклĕ виççĕмĕш çул театр репертуарĕнчен каймасть. Театр критикĕсем те, куракансем те ăна пысăк хак параççĕ. Ку спектакль те тăтăшах тулли зал пуçтарать.

Хамăн статьяра эпĕ Владислав Николаев драматургăн икĕ произведенине çеç асăнтăм. Кусем театр сцени çине тухнăскерсем. Унсăр пуçне ыттисем те чылай. Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Пиневерĕн çĕнĕ тусĕсем» /2010 ç./ кĕнекене ачасем валли çырнă пьесăсем кĕнĕ. «Хула хĕрачи» /2016 ç./ кĕнекере те пьесăсем, юмах-пьесăсем йышлă. Çапах та кĕнеке ячĕллĕ повесть тĕп вырăнта. Çакă çамрăк автор драматургипе пĕрлех прозăпа ăста ĕçлени çинчен калать.

Сăвăлла та витĕмлĕ те сăнарлă çырать Владислав Дмитриевич. 2016 çулта кун çути курнă «Дипломлă тиха» паянхи пурнăçа питлекен юптарусенчен тăрать. Чăваш литературинче çак жанрпа ĕçлекен авторсем çукпа пĕрех юлашки çулсенче. Витĕмлĕ те пуян чĕлхепе çырнă юптарусемпе «Елчĕк ен» хаçат вулаканĕсене те паллаштарнăччĕ. Хăшĕ-пĕри çакăн хыççăн: «Кам вăл Владислав Николаев; Питĕ хитре çырать-çке!» – тесе ыйтнине, унăн ĕçне çапларах кĕскен хакланине илтме тиврĕ мана.

Владислав чăваш чĕлхипе литературине ачаран юратса ÿснĕ. Тăван чĕлхепе тата литературăпа ирттернĕ районти конкурсра мала тухнă, аслă классенче вара ку енĕпе республикăра çĕнтернĕ. Çакă унăн пурнăç çулне суйласа илнĕ чухне витĕм кÿнĕ: вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн журналистика уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

Владислав Дмитриевич журналистикăра 1996 çултанпа. Малтанхи тапхăрта «Çамрăксен хаçачĕ», «Хыпар», «Молодежный курьер», «Спортивный вестник» хаçатсенче ĕçлерĕ, унтан Перекет банкĕн Чăваш Республикин уйрăмĕн пресс-службинче, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин информаци уйрăмĕнче вăй хучĕ. Вырăсла та, чăвашла та ăста çыракан журналист пулнине вăл вăхăтра пурте асăрхарĕç.

2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче республикăри хаçатсемпе журналсен тĕп редакторĕсем пулма творчествăпа коллектива ертсе пырас пултарулăха тĕрĕслекен конкурс витĕр тухсан çеç çирĕплетме тытăнчĕç. Владислав та конкурс витĕр тухса «Тантăш» хаçатпа «Самант» тата «Тетте» хурналсен тĕп редакторĕ пулса тăчĕ. Виçĕ çула яхăн ертсе пычĕ вăл çамрăксен изданийĕсене. Çак тапхăрта «Самант», «Тетте» журналсен хальхи сăн-сăпачĕ, чĕлхи çирĕпленчĕ. Вĕсем тĕрлĕ тĕспе, ачасене илĕртмелле тухса тăма тытăнчĕç.

Пичетре манăн пĕр тапхăр Владислав Николаевпа пĕрле ĕçлеме тиврĕ те унăн ĕçлес пултарулăхĕнчен тĕлĕнеттĕм. Хаçатпа икĕ журналăн пĕр номерĕ те вăл çырнă статья-очерксăр тухмастчĕ. Тĕп редактор Чăваш Республикинчи культура, информаципе массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ творчество конкурсĕсенче хăй хатĕрлекен проектсемпе пĕрре кăна мар çĕнтерчĕ. Çапла майпа изданисем валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илетчĕ.

Ачасемпе çамрăксен изданийĕсене «Хыпар» издательство çурчĕ çумне пĕрлештерсен Владислав Дмитриевич хăйĕн ĕçне пуçарса ячĕ, учредитель тата издатель пулса «Асамат. Шевле», «Панулми» ача-пăча журналĕсем тата «Салам» обществăпа политика хаçачĕ кăларса тăма тытăнчĕ. «Асамат. Шевле» пĕр вăхăт уйăхсерен 10 пин экземплярпа пичетленчĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ, Раççей журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикинчи професси писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Владислав Николаев «Республика» хаçатра ĕçлет.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code