Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Харсăр» çитĕнекен наркăмăшлă ÿсен-тăран

«Харсăр» çитĕнекен наркăмăшлă ÿсен-тăран

Çу уйăхĕсем пуçланнăранпах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата район администрацийĕн пай начальникĕсем хутшăннипе тăтăшах вырăнсене тухса ирттерекен экологи канашлăвĕ хальхинче Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче иртрĕ. Шуршу тата Чăваш Тăрăм ялĕсенче те пулса куртăмăр.

Çак ушкăнпа иртнĕ çул кунта пулнă чухнехи лару-тăру, хамăр куçсемпе мĕн курнине район хаçатĕнче те тĕплĕн çутатма тÿр килнĕрен, паянхи пекех асра юлнă. Ун чухне районти экологи комиссийĕн председателĕ Леонард Левый килти хуçалăхра усă курнă пĕтĕм ăпăр-тапăра, çÿп-çапа çырмасемпе варсене тăкакан, тислĕке курăнакан вырăнсене купалакан, кил-çурчĕсен умĕсене свалкăна çавăрнă çынсен тĕлĕшпе çивĕч калаçу пуçарнин усси пулман мар. Нумайăшĕ çакна ăнланнă – кил-çуртсен таврашĕнчи территорие тасатса тирпейленĕ. Хăш-пĕр кил хуçисен хушамат-ятне статьяра палăртса çырни те пулăшрĕ пулас. Апла пулин те Чăваш Тăрăм ялне пырса кĕнĕ, ĕлĕк ферма пулнă вырăнти юхăннă витесен кăшкарĕсем çав-çавах мĕскĕннĕн курăнса лараççĕ. Ял çыннисем, тен, çакна курма хăнăхнă пулĕ, анчах килен-каян çыншăн çак ÿкерчĕк чăн-чăнах илемсĕр, хăрушă.

Ытти ял тăрăхĕсенчи пекех – патшалăх программине хутшăннипе уйăрса паракан тата çынсем хăйсем пухакан укçа-тенкĕпе усă курса ялсенчи урамсене хытарнă çул сарассинчен те тăрса юлмаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова палăртнă тăрăх, кăçал Шуршу, çитес çул Чăваш Тăрăм ялĕсенчи пурĕ икĕ урама çул тумалла. Эпир вара Аслă Таяпари Парковая урамра пĕлтĕр сарнă çулпа иртрĕмĕр. Çуртсем пĕр ретпе вырнаçнă ахаль те тăвăр урамри хирĕçле вырăна, пурпĕрех, кашнийĕ тенĕ пекех кĕлет, сарай-склад вырнаçтарнах. Ирĕксĕрех çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăватăн: кÿршĕллĕ Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи «мода» кунта та сыхланса юлнă, тейĕн. Çĕр улми упрамалли путвал-шăтăкĕ те, тимĕр-тăмăрĕ те – пурте куç умĕнче. Аслă Таяпара масар çине çитмелли çул тирпейсĕр пулнине, Шкул урамĕнче уйрăм çынсем йывăç лартнă пĕчĕк картасем халь-халь ишĕлсе анасла чалăшса кивелнине, Шуршу ялĕнче çынран çÿллĕ ÿссе çитĕннĕ çум курăк ашкăрса ларнине, фельдшер пункчĕн çурчĕ çывăхĕнче хура калайран тунă склад ытла илемсĕррĕн ларнине, купи-купи тислĕкне те курмасăр иртме пулмарĕ.

Ялсем ватăлса пынине те пытараймăн. Хальхи вăхăтра Шуршура 200 çын, Чăваш Тăрăмĕнче 150 килĕре 300 çын анчах пурăнать. Хуçасăр, пушă ларакан çуртсем нумай. Апла пулин те, Шуршури пек, яла танлă пиçен айне пулма памалла мар. Типтерлĕ хуçасен умĕсемпе иртме кăмăллă. Николай Такмаков, акă, çурт-йĕр таврашне епле хăтлă, килĕшÿллĕ тирпейлеме пултарнă. Пÿртрен тухсанах йăтăнса анасла, çимĕçĕсене аран чăтса ларакан тĕрлĕ çимĕç çитĕнекен пахча, унтах – поликарбонатпа усă курса ăсталанă канмалли илемлĕ вырăнĕ те.

Май пулнипе усă курса Чăваш Тăрăмĕнчи Валерий Смирнов хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн уй-хирĕсене те çитсе куртăмăр. Хальхи вăхăтра, каламасăрах паллă, фермер канăçне çухатнă – унăн 720 гектар çинче çитĕнтернĕ тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртме ĕлкĕрмелле. Пĕр комбайнпа çакăн чухлĕ ĕç калăпăшне пурнăçлама та çăмăлах мар.

Районта кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртнин сăлтавне пула карантин çирĕплетнĕ тапхăрта ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева экологи канашлăвне хутшăнмасăр юлма пултараймарĕ. Чăваш Тăрăм ялĕнчи Юрий Фомкин хуçалăхĕнче кил умĕнче саркаланакан бройлер чĕпписене хуçисене куç умĕнче картишне хăвалаттарса кĕрттерчĕ.

…Район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина уй-хирсен культури – çулсен хĕррисене епле асăрхаса тăни те кăсăклантарчĕ. Аслă Таяпа ялĕнчен пуçласа Шуршупа Чăваш Тăрăмне асфальтлă çулпа «шăхăрса» çитрĕмĕр пулсан та, кунти çулпа пĕчĕк вăрман лаптăкĕсен хушшинчи вырăна сухаласа-тирпейлесе тăрассин тĕлĕшпе йĕрке çукрах. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ питех те хытă каларĕ. Хальхи вăхăтра Шуршу тата Чăваш Тăрăм ялĕсенчи çулсен хĕррисенче «харсăр» çитĕнекен наркăмăшлă пултăран ?борщевик/ алхасма тытăнни те ахальтен мар, пĕр сăлтавĕ çак лаптăксене вăхăтра сухаласа-тирпейлесе тăманнинче мар-и;

Наркăмăшлă пултăран пирки юлашки çулсенче Раççей шайĕпех çивĕч калаçу пырать. Ăна вара район территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсем çинче малалла сарăлма, вăй илме памалла мар, паллах.

– Çак тĕллевпе малашне тивĕçлĕ мерăсем йышăнма – ĕçе анлăлатма тиветех. Çын сывлăхне пысăк сиен кÿме пултаракан наркăмăшлă ÿсен-тăран пирки халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене туса ирттермелле, – терĕ Николай Петрович.

Пирĕн тăрăхра тĕл пулманпа пĕрех çак ÿсен-тăрана çитĕннĕ çынсем те, ача-пăча пушшех, палламасса пултараççĕ. 6 метр çÿллĕшне ÿссе çитĕнекен наркăмăшлă пултăран хулăн туналлă, çулçисем пысăк, сунчăк евĕрлĕ илемлĕ чечеклĕ. Унăн çулçи тата çимĕçĕ эфир çăвĕпе пуян пулнăран керосин евĕрлĕ шăрша сăмса аякранах туять. Ăна алăпа лексен çыннăн ÿт-тирĕ пиçсе каять, сĕткенĕ куçа лексен суккăрлатма пултарать.

Çыннăн сывлăхĕшĕн хăрушлăх тухса тăма пултарнине вăхăтра ăнланса, сиссе Аслă Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсемпе вырăнти культура ĕçченĕсем, Валерий Смирновпа Сергей Пузырев хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенче вăй хуракансем ушкăнпа тухса наркăмăшлă пултăран тĕмĕсене кăкланă. Усăсăр çитĕнекен ÿсен-тăрана тĕп тума хутшăнакансем малашне ку енĕпе тата тимлĕрех пулмаллине те пĕлеççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code