Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хавхалану пысăкчĕ

Хавхалану пысăкчĕ

Лаш Таяпа ялĕнче хоккейла иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче выляма пуçланă. Петр Сидоров яла физкультура учителĕ пулса таврăнсан хоккей команди йĕркелерĕ, вăл ытти ялти командăсемпе пĕрле хĕрÿ тупăшусене хутшăнма пуçларĕ.

Уйрăмах Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Патреккел, Лаш Таяпа ялĕсен командисем харсăрччĕ. Командăри пур ачан та коньки пулман ун чухне, хăма тĕпне пралук çапса йĕлтĕр пек тунă, конькийĕсем те кĕске кунчаллăччĕ. Ура ан ывăнтăр тесе пушмак хыçне кĕнеке хуплашки хурса çыхаттăмăрччĕ. Клюшка вырăнне унăн формине çапса хатĕрленĕ решеткесемпе е кукăр патаксемпе усă курнă. Формăсем пулманран тĕрлĕ тум тăхăнса вылянă, урасене фуфайка çаннисемпе усă курса хатĕрленĕ щитоксемпе хÿтĕленĕ, пуçа çĕлĕк тăхăннă.

Малтанхи çулсенче хоккей площадкин борчĕсем пулман, ăна юртан тăваттăмăрччĕ. Хапхана хăмаран çапса тунă, сетка пулманран тепĕр чух шайба çапса кĕртнине те пĕлме çукчĕ.

Хоккей площадкин борчĕсене пуçласа 1974-1975 вĕренÿ çулĕнче ял çумĕнчи кÿлĕре вырнаçтарнăччĕ. Малтан вакă касса юпасем лартса тухаттăмăрччĕ, шатăр сивĕсен вăхăтĕнче юпасем хытса çитсен вĕсен çумне хăмаран çапса тунă борт секцийĕсене вырнаçтарса тухнă. Çуркунне çитсен вĕсене каялла çыран хĕррине кăларса хунă. Çакăн пек лару-тăрура кÿлĕ çинче хоккейла 10 çул вылярăмăр. 1985 çулта анчах шкул çумĕнчи лаптăк çинче хоккей коробки ăсталарăмăр, ăна çутăпа тивĕçтертĕмĕр. Ачасем кăнтăрла та, çĕрле те каток çинче ярăнма, выляма пуçларĕç. Вĕсене хаваслăрах пултăр тесе кĕвĕ яраттăмăрччĕ, ял ачасен сассипе кĕрлесе тăратчĕ. Хоккейла пуçласа вылякан ачасене хушаматран асăнас килет: Василий Александров, Валерий Александров, Анатолий Петров, Валерий Михеев /вратарь/, Владимир Попов, пĕртăвансем – Геннадий, Николай, Петр Князевсем тата Владимирпа Петр Егоровсем, Виталий Александров, Алексей Александров, Валерий Абдулкин, Олег Самсонов, Николай Николаев тата ыттисем те. «Слава» хуçалăх спортсменсене аван пулăшатчĕ. Хоккей команди малтан «Заря» ятпа çÿрерĕ пулсан, 1975 çулта ăна колхоз ячĕпе «Слава» ят патăмăр. Тепĕр çултанах колхоз ертÿçисем пире форма, хоккей клюшкисем туянса пачĕç. Клюшкăсене вĕри шывра авса марльăпа тата ятарлă çилĕмпе усă курса çыпăçтараттăмăрччĕ. Ун чухне авнă клюшкăсем районта та çукчĕ.

Тăрăшни сая каймарĕ, 1974-1978 çулсенче шкулти хоккей команди республикăри «Ылтăн шайба» турнирсенче малти вырăнсене йышăнса пычĕ. 1974 тата 1975-мĕш çулсенче – 3-мĕш, 1976 çулта – 2-мĕш, 1977 çулта – 3-мĕш, 1978 çулта 1-мĕш вырăн йышăнма пултарни ялшăн та, районшăн та пысăк çитĕнÿ пулчĕ.

Çĕнтерÿсем тунăран кашни ача пысăк хавхаланупа вылянă. 1976 çулта республикăра 2-мĕш вырăна тухнă команда йышĕнче çаксем пулчĕç: Юрий Пешкумов, Юрий Попов, Петр Князев, Юрий Воронин /чи лайăх вратарь, «Орленок» лагере кайма тÿлевсĕр путевкăна тивĕçрĕ/, пĕртăвансем – Олег тата Илья Самсоновсем, Владимир Кузнецов /Нĕркеç ачи, пирĕн шкула вĕренме çÿретчĕ/, Виктор Мижеров, Олег Ильин, Версалий Васильев, Ирек Сабитов.

1978 çулта март уйăхĕнче Шупашкарти финалта мала тухни халĕ те асра. Виçĕ вăйă выляса та Юрий Воронин вратарь хăйĕн хапхине пĕр шайба та кĕрттермерĕ. Иккĕмĕш хут «Чи лайăх вратарь» ята илме тивĕçлĕ пулчĕ вăл, тапăнса вылякан Юрий Яковлева «Артека» кайма путевка пачĕç ун чухне. Хоккейла выляма ялтан Шупашкара çити груз турттаракан автомашинăпа кайрăмăр. Вăйăпа хавхаланнă хоккеистсем тент карнă автомашина кузовĕ çине сарнă улăм çинче ларса пынă май шăнсан та, тен, шăннине палăртман пуль. Выляса çĕнтерес хавхалану пысăк пулнă ĕнтĕ пуринче те. Республикăра мала тухрăмăр çак кун, çакăнпа мăнаçланнă шкул директорĕ пире Сăрьел ялне çити Лиаз автобуспа ларса килме май туса пачĕ. Çула юр хÿсе хунăран малалла çуран утрăмăр. Ачасене çĕрле çултан аташса каясран сыхласа физкультура учителĕ П.Самсонов малта, эпир шкул директорĕпе Г.Кировпа хыçалта пытăмăр. Çĕнтерÿçĕ хоккеистсене ятран палăртни вырăнлă пуль. Владимир Ильин /капитан/, Юрий Воронин, Сергей Воронин, Владимир Яковлев, Юрий Яковлев, Виталий Мижеров, Олег Ильин, Лотта Ильин, Алексей Иванов, Владимир Мижеров, Валерий Абдулкин, Николай Терентьев, Николай Воробьев.

80-мĕш çулсенче ялти хоккей команди республикăри турнирсене хутшăнаймарĕ, ун чухне Н.Рыбкин ертсе пынă Патреккел команди районта та, республикăра та палăрса пычĕ.

90-мĕш çулсенче пирĕн команда районта мала тухса республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма пуçларĕ. 1994 çулта республикăра çĕнтерсе Тамбов хулинче иртнĕ финалтан «За волю к победе» кубокпа таврăнчĕ вăл.

Ялта хоккей выляман ача çук та пулĕ. Владимир Александров обществăлла тренер йĕркелесе пынипе ялти хастарсем кашни хĕлле çывăхри кÿлĕрен шыв йăтса катока хытараççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ыр кăмăллăх программипе килĕшÿллĕн тата ялта çуралса ÿссе тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ентешĕмĕрсем пулăшнипе ялта çĕнĕ хоккей коробки хута яни, ăна çутăпа тивĕçтерни ял халăхĕшĕн пысăк парне пулчĕ. Халĕ аслисем те, кĕçĕннисем те кунĕпех ярăнса савăнаççĕ, хоккейла выляççĕ кунта. Ял команди район шайĕнче, ун тулашĕнче иртекен турнирсене хастар хутшăнать, Пăва хулинче иртекен турнирсенче те активлăхпа палăрать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров хăй те команда йышĕнче вылять, ыттисене те хавхалантарса пырать. Командăри ытти хастарсем те ырă ята тивĕç. Пĕр тăван Дмитрий тата Евгений Яковлевсем, Владимир Егоров, Василий Абдулкин, Владислав Александров, Андрей Иванов, Артем Князев вратарь, Дмитрий Ефимов, Семен Салмин, йĕкĕрешсем – Алексейпе Александр Теренинсем, Дмитрий Арефьев, Алексей Воронин, Никита Александров, Максим Сметанин, Максим Салмин сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыраççĕ, ыттисене те спортпа туслă пулма хистеççĕ. Ял çамрăкĕсем хоккейла выляса малашне те пысăк çитĕнÿсемпе палăрасса шанса тăратăп.

Валерий ЯКОВЛЕВ,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Тамбов хулинчи финалтан кубокпа таврăннă хоккеистсем – Юрий Васильев, Владимир Ершов ?малти ретре/, Эдгар Арефьев,Владимир Макаров, Александр Сметанин, Алексей Гордеев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code