Округри ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине 92 процент пурнăçланă. Ку ĕçе пĕр кооперативра тата икĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕнче вĕçлемен. 3542 гектар (103 процент) çинче пĕр çул ỹсекен курăк акнă. Çĕр улми лартнин лаптăкĕ — 143 гектар (41 процент). Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăхра рапс (2030 гектар), горчица (270), хĕвел çаврăнăш (144), сахăр чĕкĕнтĕрĕ (336), кукуруза (836) гектар акнă.

