Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акана хатĕр-и?

Акана хатĕр-и?

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынипе çак эрнерен тытăнса ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленнине комиссипе йышăнас ĕç пуçланнă.

Ятарласа çирĕплетнĕ графикпа килĕшуллĕн комисси членĕсем пĕрремĕш кунхине Тăрăм ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă ял хуçалăх организацийĕсенчи лару-тăрупа паллашнă.

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕпе «Урожай» ОООра, Б.Тихомиров, М.Павлов, С.Петров, О.Гаврилов, Г.Гаврилов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çур аки ĕçĕсене ирттерме минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тата ял хуçалăх культурисен пахалăхлă вăрлăхĕсемпе кирлĕ таран саппасланнă. Унсăр пуçне, комисси членĕсене хĕрÿ вăхăтри кадр ыйтăвĕ, çĕре ĕçлесе хатĕрлекен ял хуçалăх машинисен юсавлăхĕ, техникăна тивĕçекен ĕç калăпăшĕ епле пулни те кăсăклантаранă.

Сăмах май, 2020 çулта тата кăçалхи 1-мĕш кварталта районти ял хуçалăх предприятийĕсенче инвестици кредичĕпе, лизингпа тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса 31 единица трактор, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен комбайнсем – 11, выльăх апачĕ пухса кĕртнĕ çĕрте усă куракан 1 комбайн туяннă.

Сăн ÿкерчĕкре: Патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Владимир Мекшеев тата Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов «Урожай» ООО директорĕпе Вячеслав Кузнецовпа /варринче/ ĕçлĕ калаçу пуçарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code