Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нуша та хуçайман

Нуша та хуçайман

1941 çулхи кĕр кунĕсем. Таçта аякра вăрçă кĕрлет. Хăрушă вăрçă. Тупă сасси чăваш ялĕсенче илтĕнмест-ха. Вăл çулхине кĕркунне питĕ çумăрлă килнĕ. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнчех юр çумасăр сивĕсем пуçланнă. 40 ытла градус сивĕ тăнă. Çавна пула улмуççисем шăнса пĕтнĕ. Хире юлнă тырă кĕлтисене çапса пĕтермен-ха. Çав вăхăтра ялсене хыпар çитнĕ: Улатăр тăрăхне окопсем чавма каймалла.

Сăр хÿтĕлевне тума хутшăннă Кушкă хĕрĕсенчен пĕри – Анастасия Григорьевна Васильева çапла каласа панă:

– Вăтăр лашапа леçрĕç пире. Вĕсем ывăнсан вăрмана кĕрсе апат çирĕмĕр. Улатăра çитес умĕн пирĕн Сăр шывĕ урлă каçмалла пулчĕ. Ун урлă кимĕпе каçарчĕç. Каç пулсан çитрĕмĕр. Урамĕсем вăрăм. Часах хваттере вырнаçтарчĕç. Тепĕр кунне ирех окопсем чавма кайрăмăр. Шăн тарăна кайнăран пушшех йывăрччĕ. Ĕç калăпăшĕ пысăк, пурнăçламалли вăхăт кĕске. Выçă та пулнă ĕнтĕ. Пурпĕрех нăйкăшман. Ăçтан тухнă-ши вăйĕ? Кашни кун салтаксем иртетчĕç, çара аллăн хăйсем, выçă. Çуртсене кĕрсе çăкăр ыйтатчĕç.

Окопсене алăклă тунă. Йывăçсене касса çиеле хунă, тăпрапа витнĕ. Икĕ уйăх ĕçлерĕмĕр чăтма çук условисенче. Йĕпе юр çунă чухне каçпа çуран киле таврăнма тухрăмăр. Анчах аташса кайрăмăр, умра – шурлăх. Кунти вырăнсене кам пĕлнĕ-ха? Пĕр хĕр кĕрсе ÿкрĕ çавăнта. Ушкăнпа туртса кăларнă хыççăн Упамса ялне каякан çул çине тухрăмăр. Мĕскĕн хĕр килне йĕп-йĕпе çитрĕ. Никамăн та нихçан та çакăн пек нуша курмалла ан пултăр…

Илья Трофимов краевед 2010 çулта Васса Макаровна Хмелевăран ыйтса пĕлнине те вулакана паллаштарас килет.

Васса аппа вăрçă пуçланнă çул 31 çулхи качча кайман хĕр пулнă. Сăр хĕррине каймалли хыпар ун патне те çитнĕ.

Пĕррехинче, чылай кун ĕçленĕ хыççăн, Васса аппасем мунча кĕме, кăштах аш-какай илсе кайма тесе Улатăртан яла килеççĕ. Çуранах. Вăл таврăннине Иван Петрович Пыркинăн /Шăйăрман Ванюкĕ/ арăмĕ пĕлет. Вĕсем Васса аппасенчен икĕ килĕ урлă çеç пурăннă. Тепĕр чух вăрçăнасси те пулнă ĕнтĕ. Курайманлăх канăç паман-ши? Арăмĕ упăшкине пĕлтерет, лешĕ – милицине: «Пирĕн ялтан окоп чавма кайнисем тарса килнĕ».

Тепĕр кунне «айăплă» çынна милиционерсем тытса каяççĕ. Кĕске вăхăтрах суд туса 4 çула Архангельск облаçне вăрман касма яраççĕ.

«Шартлама сивĕре тарăн юр ăшĕнче те, çурхи-çуллахи шурлăхра та шултра йывăçсене алă пăчкипе касса плана тултармаллаччĕ. Ăна пурнăçлаймасан /ахаль те тăраниччен çисе курман/ апат пайне чакараççĕ. Хĕлле сивĕ бараксенче çĕр каçнине, çулла шурлăхри хурт-кăпшанкăсем ÿт-пĕве çинине, юна ĕçнине аса илсен халĕ те çан-çурăм чĕтрене ерет», – аса илнĕ тыл ветеранĕ.

Тĕрмерен питĕ начарланса килет вăл. Ун чухне «çÿлтисем» Кушкăри колхоза ертсе пыма Аслă Пăла Тимешри Иван Семенович Измина яраççĕ. Выçăхса çитнĕ халăха çĕнĕ хуçа вир, кантăр вăрри валеçсе парса пулăшать. «Çынсем выçă ларнă тапхăрта Пыркин Иванăн йыттисем те канихвет çинĕ», – тенĕ Васса аппа.

Тĕрмерен таврăннă çĕре унăн ашшĕ иккĕмĕш хут авланнă. Çĕнĕ мăшăрĕн хĕрĕ, Еля, колхоз правленийĕнче техничкăра ĕçленĕ. Макар тете Ельăна бригадăна куçарттарать, Вассăна, пăртак вăй илтĕр тесе ун вырăнне вырнаçтарать. Кăштахран председатель типшĕм хĕре фермăна флягăсем çума ярать. Çапла майпа сĕт ĕçсе самайлантăр тенĕ. Вăл Васса ашшĕне çапла калать:

– Сĕт çитĕр фермăра, анчах ан вăрлатăр.

«Çапла вара кĕркуннене суха пуç тытакан пултăм», – тенĕ хĕр.

Нуши-тертне пайтах тÿснĕ пулин те, В.Хмелева 97 çула çитиччен пурăнчĕ. Кăмăлĕпе те питĕ ырăччĕ вăл. Килĕнче кинĕпе тата кĕçĕн мăнукĕн çемйипе пĕрле пурăнатчĕ. 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Унпа пĕрле окоп чавнă çĕрте унăн хĕр тантăшĕ Нина Мышкина /96 çулта/ пулнине те калаççĕ. Вăл хальхи вăхăтра Магнитогорск хулинче пурăнать.

Анна ПОРТНОВА,
Кушкăри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code