Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.
Çуркуннен вăйне пĕлме çук
Чăннипех çапла. Унран темĕн те кĕтме пулать. Кăçал – уйрăмах. Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службин учрежденийĕн начальникĕ Николай Глухов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре юр хулăнăшĕ 57 сантиметрпа танлашать. Уйсенче те нумай вăл – пĕр хура пăнчă курăнмасть. Çакă пулас тыр-пул тухăçне палăртакан паллă пулсан тем пекехчĕ.
Çумăр çума, çĕрле те ăшă тăма пуçланă май, юр ирĕлесси вăйланса пырать, кÿлĕ-пĕве шывпа тулать, юханшывсенче часах пăр та тапранĕ. Республикăра 2012, 2013 çулсенче ейÿ тухасси вăйлăрах пулнă. Хăрушлăх ытларах хăш территорисенче сиксе тухма пултарассине пĕлнĕрен, ятарлă службăсем тимлĕхе пĕрре те çухатмаççĕ. Шыв танатине лекме пултаракан пирĕн районти хăш-пĕр ялсенче те тивĕçлĕ мероприятисем туса ирттернĕ, ирттереççĕ.
Çапах та шыв-шур тапхăрĕнче асăрхануллă пулни нихăçан та ытлашши мар. Акă, çыран хĕррипе аннă чухне те тимлĕхе ÿстермелле, пăр çанталăк ăшăтнăçемĕн çырантан уйрăлса пырать. Çÿллĕ çыран хĕрринче тăма та хăрушă, шыв юххи çĕре юхтарса кайса вăл анса ларма пултарассине шута илĕр. Пăр мĕн тĕслĕ курăннине те сăнама хăнăхăр, таса мар сĕт пек курăнакан тата сарă-сăрă тĕслĕ пăр ним мар татăлса анса кайма пултарать. Юрпа витĕннĕ пăр та ултавлă.
Инкек хăçан, мĕнле сиксе тухассине пĕлме çук. Кăткăс лару-тăрăва кĕтсе илме яланах хатĕр пулмалла. Енчен те ейÿ хăрушлăхĕ тухсан малтанах документсене, укçа-тенкĕ, хаклă япаласене, ăшă тумтир, 3 кунлăх ĕçмелли шыв, апат-çимĕç илĕр. Пÿртрен тухиччен электроприборсене, газа сÿнтерĕр, чÿречесене, алăксене лайăх хупса хăварăр. Çурта ейÿ илес пулсан 2-мĕш хута е маччана хăпарăр.
Хальхи вăхăтра ăнлантару ĕçне тĕплĕ йĕркелени кирлĕ. Уйрăмах шкул ачисем хушшинче. Садик çулĕнчисене вара урамра куçран вĕçертмелле мар…
Умра – хĕрÿ тапхăр
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов каланине шута илсен – акана тухма хатĕр. Паянхи кун тĕлне мĕнпур категорири хуçалăхсем 5109 тонна минераллă удобрени, 842 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах «Рассвет», «Клевер», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче ăнăçлăрах ĕçлеççĕ. Акмалли требованисене тивĕçтерекен вăрлăх пĕтĕмĕшле 95 процентпа танлашать.
Кăçал районĕпе 38943 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртмелле, çав шутран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 24191,6 гектар, çĕр улми 306 гектар, тымар çимĕç 13562 гектар йышăнĕç.
Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче техника паркне çулсерен çĕнетсе пыма тăрăшни те ырă пулăм. Пĕлтĕр кăна, акă, 253 миллион та 953 пин тенкĕлĕх 152 единица техника туяннă. Уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă вĕренÿ ирттересси те, ĕç условийĕсем çирĕплетесси те тĕп ыйтусен шутĕнче. Халĕ ял тăрăхĕсен территорийĕсенче çуракине мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслес тĕлĕшпе смотр пырать.
Налук. Унсăр май çук
Налука вăхăтра тата туллин пуçтарнинчен ял тăрăхĕсен администрацийĕсен бюджет тăнăçлăхĕ те килет. Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина хăйĕн кĕске отчетĕнче парăмсем пирки чарăнса тăчĕ те, кунта çитменлĕхсемсĕр мар-ха. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурлăх налукне 269,6 пин, çĕр налукне 224,1 пин, транспорт налукне 629,7 пин тенкĕ пухса çитереймен. Яваплă ĕçе Аслă Таяпа тата Тăрăм ял тăрăхĕсенче аван йĕркелесе пыраççĕ пулсан, çакна Елчĕк ял тăрăхĕпе калама хĕнтерех: парăмсем самаях пысăк. Хăш-пĕр пуçлăхсем юлса пынине тĕрлĕ сăлтавпа палăртрĕç, анчах ĕçе тивĕçлипе йĕркелес тĕлĕшпе майне шырамалла мар-и? Çулталăк вĕçне парăмсем пушшех капланса ан кайччăр тата…
/Хамăр корр./.