Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Гашиш сутма хатĕрленнĕ

Гашиш сутма хатĕрленнĕ

Вун сакăр тата вун тăхăр çулсенчи икĕ каччă Шупашкарти пĕр вăрттăн вырăнта тепĕр арçын хурса хăварнă 55 грамм гашиша илнĕ те тепĕр кунне йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине çакланнă.

Çамрăксем «вăрттăн вырăна» наркотик хурса хăварнă çынпа Интернет урлă паллашнă тата çыхăннă. Каччăсем хăйсем те Çĕнĕ Шупашкарти пĕр çурт умĕнче наркотик пытарса хăварнă, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем вĕсене шăпах çак вăхăтра ярса тытнă та. Çамрăксен килĕсенче тĕрĕслев ирттернĕ май полици ĕçченĕсем пĕрин хваттерĕнче 54 грамм ытла гашиш тупнă, çамрăксем ăна сутма хатĕрлени паллă пулнă.

Йĕркене пăснă çамрăксене суд пĕрне — 8, теприне 5 çула ирĕк прависĕр хăварнă.

Л.ЕГОРОВА,
Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code