Чăваш Енре пурăнакансене Цифра диктанчĕ çырма йыхравлаççĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Цифра диктанчĕ» акци апрелĕн 9-24-мĕшĕсенче иртет. Ăна мĕншĕн йĕркелеççĕ-ха; Çынсем компьютера мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме, халăха хальхи вăхăтри технологисемпе сервиссем çинчен çĕннине пĕлтерме, социаллă сетьсемпе йăнăшмасăр усă курма хăнăхтарма… Диктант çырмашкăн 7 çултан аслăраххисем регистрациленме пултараççĕ.