Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чирлес хăрушлăх пысăк

Чирлес хăрушлăх пысăк

Ăшă кунсем пуçлансанах çамрăксем кăна мар, ватти-вĕтти те вăрмана уçă сывлăшпа, çут çанталăк илемĕпе киленме каяççĕ. Май-июнь уйăхĕсенче вăрмана каяссинчен пăрăнмалла, мĕншĕн тесен çак тапхăрта сăвăссен активлăхĕ уйрăмах пысăк.

Çулсеренех Раççейри 5-6 пин граждан сăвăс энцефаличĕпе чирлет. Вĕсенчен 2 проценчĕ вилет. Тĕпчевсем палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин территорийĕнче те сăвăссен вирусне тупса палăртнă. Çак хуртри вирус çынна лексе чирлеттерме пултарать. Сăвăс çыртнипе пуç мими шыçать. Ку хăрушă чир. Вăл кĕлеткен температури 38-39 градус таран ÿснинчен пуçланать. Çынна шăнтса пăрахать, куç шурри хĕрелет, 3-5 кунхине вăл аташма пуçлать. Чирлĕ çынна хăвăртрах сиплев учрежденине леçмелле.

Хăрушă чиртен хăвăра сыхласа хăварас тесен йывăçсем нумай ÿсекен вырăнсене, вăрмана ан кайăр. Кайма тиврĕ пулсан капюшонлă куртка илме ан манăр. Шăлавар вĕçне нуски ăшне çавăрса чикĕр. Кунта хитрелĕх пирки шутламалла мар. Киле таврăннă чухне тумтире тата атă-пушмака урамра силлĕр.

Темĕнле асăрхансан та сăвăс ÿт-пĕве кĕрсе ларчĕ пулсан, çийĕнчех ăна ÿтрен туртса кăларма тăрăшмалла: сăвăс кĕрсе ларнă вырăна тип çу тумлатăр. Тип çу сывлăш çулне чарса лартать, çакă сăвăса питех те кансĕрлет; ăна асăрханса пинцетпа е çиппе туртса кăлармалла; сăвăсăн хăш-пĕр пайĕ ÿтре юлсан, таса йĕппе усă курмалла; çийĕнчех сиплев учрежденине каймалла.

И.УБАСЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code