Аслă Елчĕкри Владимир Чернов фермер çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене кашни çулхи пекех пысăк хастарлăхпа – кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласа хăварма ĕлкĕрнĕ. Унăн уй-хирĕсенче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 500 гектар йышăнаççĕ, çав шутран 100 гектарĕ – кĕр тыррисем.
Канăçсăр чун-чĕреллĕ Владимир Федорович ака ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăнах кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи лесничествăна çитсе тĕрлĕ йывăçсен хунавĕсене пурĕ 2000 тĕп таранах кÿрсе килнĕ. Фермер ял хуçалăх культурисене акса-лартса çитĕнтерекен лаптăкăн пĕр пайĕ /4 гектар йышăнать/ шурлăхлă вырăнта вырнаçнă. Çак анасене ирĕксĕртен каярах тухса акма тивни хăйне кура чăрмав кăларса тăратнă. Çакна шута илсе В.Чернов кунта вăрман лартса çитĕнтерме тĕллев тытнă. Çак ĕçе, тĕрĕссипе, иртнĕ çултанах пикеннĕ вăл. Ун чухне те кунта çакăн чухлех хунав лартса хăварнă пулнă. Халĕ ĕçе малалла тăснă, пĕр вăхăтрах, малтан лартнă вырăнсенчи вăй илеймесĕр хăрнă тĕмсене çĕннисемпе улăштарнă. Фермер ?хресчен/ хуçалăхĕнче вăй хуракан туслă ушкăн пархатарлă ĕçе кăмăлтан хутшăннă. Юлашкинчен çуркуннехи уçă сывлăшпа киленсе пулă шÿрпипе, шашлăкпа сăйланнă…