Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун йăлана кĕнĕ ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Хальхи вăхăтра йăлари хытă каяша пуçтарасси, турттарса тухасси, ятарлă плошадкăсем туса хатĕрлесси, пулăшушăн тÿлесси – куллен çивĕчлĕхре тăракан ыйтусем. «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова çаксем тавра калаçу пуçарнă май, 1998 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче йышăннă «Производствăра усă курнă каяшсем çинчен» калакан Федераци саккунĕ пирки аса илтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн кашни юридика сăпачĕ, урăхла каласан, пĕтĕм предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, арендаторсем «МВК «Экоцентр» ОООпа килĕшÿ тумалла.

Ял хуçалăх организацийĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисен канашлăвĕн пĕтĕмлетĕвне хаçатăн иртнĕ номерĕнче тĕплĕн çутатнăччĕ ĕнтĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов хальхинче ĕç укçи пирки кĕскен чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх производствинче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ 18549 тенкĕпе танлашнă пулсан, ку вăл 2017 çулхинчен 107 процент ытларах. Ку тĕлĕшпе малта пыракан виçĕ хуçалăха асăнни вырăнлă: «Победа» – 21997 тенкĕ, «Рассвет» – 20991 тенкĕ, АСК «Яльчики» – 20342 тенкĕ. Асăннă организацисем ĕçченсен социаллă интересĕсене тĕпе хунинчен тĕлĕнмелли çук, мĕншĕн тесен вĕсенче тĕрлĕ отрасле тухăçлă йĕркелесе, аталантарса пыраççĕ, инвестици проекчĕсене ăнăçлă ĕçе кĕртеççĕ.

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн директорĕ Валерий Архипов çитĕнекен ăрура культурăна юратма, хисеплеме тĕллев лартнă учреждени ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Кунти виçĕ – хореографи, музыка, ÿнер уйрăмĕсенчи 194 ачана ятарлă пĕлÿ илнĕ 9 педагог ăс парать. 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче, танлаштарма, 187 ача вĕреннĕ. Кунта ăсталăх çулĕ çине тăнисем хăйсен пултарулăхне малалла аталантарас тĕллевпе культурăпа çыхăннă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Пĕлтĕр 4-ăн çав çул çине тăни те – преподавательсен ĕçĕн паха кăтартăвĕ. Ачасем, çавăн пекех вĕрентÿçĕсем хăйсем те Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче палăрма пултарни те тăрăшулăхăн çăл куçĕ…

Канашлура хускатнă кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕринпе çыхăнман мар вĕсем. Ял хуçалăхĕнче, тĕслĕхрен, производство культурин шайне çĕклени кирлех-тĕр. Çÿп-çап проблемине татса парассинче, акă, каллех культура витĕмĕпе хуçалăхсен ăнăçлă аталанăвĕ пулăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code