Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Эпĕ – инспектор»

«Эпĕ – инспектор»

Производствăра пулакан кĕтмен инкексен, сусăрланнин тĕслĕхĕсене чакарас тĕллевпе Чăваш Республикинче тĕллевлĕ хушма мерăсем çирĕплетнĕ. Вĕсенчен пĕри мобильлĕ телефонпа усă курса пурнăçлама май паракан «Эпĕ – инспектор» тÿлевсĕр хушăм.

Ку чухне ĕç сыхлавĕн йĕркисене сĕмсĕррĕн пăснă, çын пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан тĕслĕхсене малтан телефон çинче сыхласа хăвармалла. Телефон çине çыртарса, ÿкерсе илнисене Федерацин патшалăх ĕçлев службине çитермелле. Контрольпе асăрхав ĕçне йĕркелесе тăракан çак орган çынсен хăрушсăрлăхне асăрхаттарас тĕллевпе тивĕçлĕ йышăнусем çирĕплетет, паллах, айăплисене те «пуçран шăлмĕç». Сервис бази: «Онлайнинспекция».рф».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code