Лаш Таяпари Александр Бикулов фермер мал ĕмĕтлĕ, йывăрлăхсем те хăратмаççĕ ăна. Вăл 2020 çулта Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви çемье фермисене аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурса хутшăнса 10 миллион тенкĕлĕх гранта çĕнсе илме пултарнă. Укçа-тенкĕн ытларах пайне техника туянма усă курни – тĕрĕс йышăну. Хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе пыма çăмăл мар, çĕнĕ йышши хăватлă техникăсăр аталанма, пушшех, йывăр пулнине Александр Николаевич пит аван ăнланать.
…Тĕрĕссипе, вăл ашшĕн пехилĕпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ĕçне малалла тăсать. Чĕрĕк ĕмĕр каяллах хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма пултарнă, пуçаруллă та теветкеллĕ кил хуçи – Николай Пантелеймонович йывăр чире çĕнтереймесĕр пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн пĕтĕм йывăрлăх мăшăрĕн – Лидия Владимировнан тата ачисен хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Хавшак чун-чĕреллĕ арçын хăй çине мĕн чухлĕ яваплăх илнĕ пулнă! Ял хуçалăх культурисене акса-лартса çитĕнтерекен лаптăк – 1260 гектар. Унсăр пуçне, Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи фермăра вите тулли ĕне выльăх тăнă: мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ 300-е яхăн, çав шутран сăвăнакан ĕнесем 100 пуç шутланса тăнă – ĕçлеме ĕлкĕр кăна. Николай Бикулов хăй пурăннă чухнех фермăна тĕпрен реконструкци туса ăна çĕнĕлле ĕçлеме хатĕрлесе çитерме, çапла майпа ун чухнех фермер хуçалăхне аталантарма патшалăхран пулăшу илме те пултарнă – чăн-чăн ĕç çынни!
…Бикуловсем пуç çĕклейми йывăр хуйхăра та çухалса кайман, аллисене усман. Туслăхпа тату хуçаланакан кил-çуртра пĕрлехи вăйпа йывăрлăхран тухмалли майсене тупнă-тупнах. Çемье тĕпчĕкĕ – Александр. Ашшĕ хыççăн вăл хресчен /фермер/ хуçалăхне ертсе пыма тивĕçлĕ пулнă, паллах. Вăл «чăхăмлакан» кирек хăш техникăна та наччас «итлеттерме» пĕлет, уй-хирти тата фермăри ытти ĕçсене те лайăх ăнкарать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе юрист специальноçне алла илни те ăна кулленхи ĕçре пит кирлĕ.
Çемье ĕçĕнчен, паллах, Инга мăшăрĕпе Евгения тата Оксана аппăшĕсем те айккинче тăмаççĕ. Инга – экономист, аппăшĕсем те аслă пĕлÿ илнĕ, вĕсем те шăллĕне кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Пурпĕрех, тĕп хуçа – амăшĕ – Лидия Владимировна. Мĕншĕн тесен вăл мĕн пур ĕçре мăшăрĕпе юнашар пулнăран, пурнăç тути-масине лайăх ăнкарать.
…Бикуловсем ашшĕн ятне ямаççĕ. Уй-хирти ĕçсене кашни çул кал-кал, тухăçлă йĕркелесе пыраççĕ. Черетлĕ çур акире уй-хире вĕр çĕнĕ ака комплексĕ тухни ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне тата ÿстерме пулăшрĕ. Минераллă удобренисемпе дизтопливо, вăрлăх тĕлĕшĕпе те чăрмав çук – вĕсемпе малтанах туллин саппасланнă. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче ÿсен-тăран культурисем кăçал 1080 гектар йышăнмалла. Çав шутран 250 гектарĕ – кĕр тыррисем, 650 гектарĕ – çурхи культурăсем, ытти лаптăка пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ.
Ферма ĕçĕнчен те пушанма çук. Александр ывăлĕ хиртен таврăнма пĕлмен вăхăтра фермăри ĕçе йĕркелесе пырасси ытларах амăшĕ çине тиенет. Ĕмĕрĕпе ĕçпе юнашар пулма хăнăхнă Лидия Владимировна çакăншăн пĕрре те ÿпкелешсе калаçмасть, ачисене, мăнукĕсене пулăшма тата вĕсене курса савăнма шăпа пÿрнĕшĕн Турра тав тăвать.
Сăмах май калас пулсан, хальхи вăхăтра Александр Бикулов фермер хĕлĕн-çăвăн 10 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Ака-вырма вăхăтĕнче ытларах та, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тата 5 çынна вăхăтлăх ĕçе илеççĕ.