Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Елчĕкре – ентешĕмĕрĕн спектаклĕ

Елчĕкре – ентешĕмĕрĕн спектаклĕ

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» спектаклĕн премьери пулнăччĕ, çĕртмен 17-мĕшĕнче вара çак спектакльпе театр кăçалхи сезонне хупать. Елчĕксем вара ку спектакле Шупашкара каймасăрах – çитес ытларикун, çĕртмен 15-мĕшĕнче Елчĕкре – курма пултараççĕ.

1941 çул… Пирĕн çĕршыв кун-çулĕнчи чи синкерлĕ çулсенчен пĕри: фашистла Германи вăрă-хурахла тапăнса кĕрсе кашни çемьене хуйхă та асап илсе килчĕ. Миллионшар арçын – ватти те, вăй питти те, каччи те – вăрçă хирне тухса кайнă, тылра вара – заводсенче, ял хуçалăх ĕçĕсенче – вĕсене арăмĕсемпе ачисем ылмаштарнă.

Чăваш çĕрĕнче çак синкерлĕ çул халăх тата тепĕр терт-нуша тÿснĕ: хĕрарăмсемпе хĕрсем, ачасемпе ваттисем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ. Пин-пин çыннăн, уйрăмах пĕве кĕнĕ хĕрсен, шăпи хуçăлнă Сăр хÿтĕлев чиккине ăсталанă вăхăтра: шăннă-чирленĕ, кайран çемье çавăраймасăр пурнăçне пĕччен пурăнса ирттернĕ, йывăр чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ…

Темле йывăр пулсан та, çамрăк çамрăках ĕнтĕ: унăн юрлас та, юратас та килет… «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» драмăра Сăр хÿтĕлев чиккине тăвакансен тертне кăтартнисĕр пуçне юрату виç кĕтеслĕхне те сăнарланă. Çĕр чавакан çамрăк хĕр Хрестин – Хĕрлĕ Çар лейтенанчĕ Никон Серов – НКВД ĕçченĕ, патшалăх хăрушсăрлăхĕн сержанчĕ Герасим Петров… Мĕнле шăпа кĕтет вĕсене? Мĕнле тĕллевсемпе-шухăшсемпе пурăнаççĕ вĕсем? Спектакле курнă хыççăн театра юратакансем шухăшĕсемпе 1941 çулти вăхăта çитессе, Сăр хÿтĕлев чиккине тăвакансен паттăрлăхне аса илсе малашне сума сăвасса шанас килет.

Спектакль режиссерĕ – Дмитрий Михайлов, пьеса авторĕ – Владислав Николаев. Владислав Дмитриевич – пирĕн ентеш, Шăмалакра çуралса ÿснĕ çыравçă, журналист. Ентешĕмĕр хăй те артистсемпе пĕрле килет, спектакль хыççăн Владислав Дмитриевич пьесăна мĕнле çырнине каласа парĕ, куракансен ыйтăвĕсене хуравлĕ. Вăл Елчĕкри культура керменĕнче 18 сехет те 30 минутра пуçланать. Билет хакĕ – 200 тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code