Ачасем инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хăрушăраххи – пурнăçран уйрăлни – калама çук пысăк инкек.
Çакăн евĕр синкерсем ан пулччăр тесен пирĕн, аслисен, питĕ тимлĕ пулмалла, ывăл-хĕрсене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтармалла.
Çулталăкăн ăшă тапхăрĕсенче пулакан пысăк инкексенчен пĕри – ачасем чÿречерен тухса ÿкни. Кăçалхи май уйăхĕнчи кану кунĕсенче анчах республикăра чÿречерен 20 çын ÿкни, çав тĕслĕхрен 4-шĕ ачасем пулни паллă. Ÿкнĕ ачасенчен чи кĕçĕнни 3 çулта пулнă. Вăл Шупашкар хулинчи нумай хваттерлĕ çуртăн 1-мĕш хутĕнчен ÿкнĕ. Çакнашкал инкексем ан пулччăр тесен чÿречесем çине ятарлă блокировкăсем вырнаçтармалла. Май пулсан чÿрече хăлăпне кăларса илмелле.
Енчен те ашшĕ-амăшĕ килтен вăхăтлăх тухсан кĕçĕннисене пĕлĕшĕсене е кÿршисене асăрхаса тăма ыйтмалла.
Кĕçĕннисене çуртра хăйсене анчах питĕрсе хăварни те хăрушă. Енчен те вут-çулăм алхасма тытăнсан е ытти инкек пулсан вĕсем урама тухма та пултараймĕç. Ачасене шăрпăкпа выляма юраманни пирки те каласах тăрар. Çулла çитнĕ май уйрăмах тимлĕ пулар, вĕсене куçран вĕçертер мар.
Кĕçĕннисене шыв хĕррине аслисемсĕр ан ярăр. Çавăн пекех интернет уçлăхне кĕрсен те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма вĕрентер. Киревсĕр сайтсене кĕни, ырă мар шухăшлă çынсен витĕмне кĕрсе ÿкни вĕсен ăс-тăнне, психикине арпаштарма пултарать.
Л.ЕГОРОВА.