Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йĕркепе

Çĕнĕ йĕркепе

3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн тивĕçекен социаллă тÿлеве палăртас йĕркене апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнусем кĕртрĕç.

Халĕ ăна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен çурри чухлĕ кăна мар, çемье тупăшне шута илсе 50, 75 тата 100 процент таран палăртаççĕ. Улшăнусен тĕлĕшпе çынсен тĕрлĕ ыйту çуралать. Вĕсене ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова уçăмлатнă:

– Ведомствăна çитекен тĕрлĕ ыйту хушшинче çакнашкалли час-часах тĕл пулать-мĕн, çу уйăхĕнчи тÿлев мĕншĕн кашни çемьен расна. Çакă пĕлтĕр ыйтăва хăш числора çырнинчен килет. Енчен те 20-мĕшĕнче çырнă пулсан, тÿлеве кăçалхи май уйăхĕн 19-мĕшĕччен панă. Ыйтăва май уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăратнă пулсан – тÿлеве 24-мĕш числоччен шутланă.

Чылайăшне çĕнĕрен палăртнă тÿлев вăхăтне тăсса янă пек те туйăнать – пăшăрханма кирлĕ мар. Пулăшăва тивĕçме ирĕк пур пулсан вăл çывăх вăхăтра çитĕ.

Малашне ыйтусене 30 ĕç кунĕнче пăхса тухнине те палăртмалла. Çакă çемьери кашни çын тĕлĕшпе тĕрлĕ ведомство урлă информаци нумай пухмаллипе çыхăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code