Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Интернет регионсенче мĕнле аталанать?

Интернет регионсенче мĕнле аталанать?

Раççейри 42,6 миллион çемьере Интернет çыхăнăвĕ пур. 2010 çулхи халăх çыравĕн кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн çĕршывра пĕтĕмпе 54,5 миллион кил хуçалăхĕ.

Интернет регионсене çитни халăх çыравĕ çине мĕнле витĕм кÿрет; Электроçыхăну тата информаци обществин Пĕтĕм тĕнчери кунĕ тĕлне çавăн çинчен каласа паратпăр. Унăн тĕп тĕллевĕ – интернет çыхăнăвĕн майĕсем пирки пĕлĕве анлăлатасси.

Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, 8 çул каялла Раççейре 56,5 процент чухлĕ çемьере интернет çыхăнăвĕпе усă курнă. 2014 çул тĕлне ку кăтарту 64,1 процента çитнĕ. Ямал-Ненец тата Ханты-Манси автономи округĕсенче çавнашкал хуçалăхсем чи нумаййи шутланнă – 87 тата 84,2 процент. Списокра юлашкисем Чукоткăпа /26 процент/ Ненец автономи округĕсем пулнă /44 процент/.

2018 çулта вара Интернет çыхăнăвĕ 73,2 процент çемьене çитнĕ. 2019 çулта ку кăтарту кăшт кăна пысăкланнă /73,6 процент/. Анчах пандемие пула тата тĕрлĕ сервиссемпе инçетрен усă курнин, интернет çыхăнăвĕн пĕлтерĕшне ăнланса пынă майĕн компьютеризаци аталанса кайнă. 2020 çулта пысăк хăвăртлăхлă Интернет 77 процент çемьере пулнă /пĕтĕмĕшле интернет çыхăнăвĕ – 80 процент/.

Малтисем каллех Ямал-Ненец /91,9 процент/ тата Ханты-Манси /90,9 процент/ автономи округĕсем шутланнă. Мĕнпур çемьесенчен çурринчен те сахалрах интернет çыхăнăвĕ çитнисен йышĕнче Чукотка автономи облаçĕ кăна юлнă /46,3 процент/.

Интернетăн анлă çыхăнăвĕпе усă куракансене илес пулсан, федерацин Тĕп округĕнче вăл чи пысăкки – 2020 çулта 12,1 миллион шутланнă /2019 çулта – 11,5 миллион/. Чи сахалли федерацин Çурçĕр Кавказ округĕнче – 1,9 миллион /2019 çулта – 1,7 миллион/.

Халăхра анлă сарăлнă интернет-ресурссенчен пĕри вăл Патшалăх пулăшăвĕсем паракан пĕрлехи портал. Унпа усă куракансен шучĕ ÿссех пырать. Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникаци цифра аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта унăн ресурсĕсемпе усă курнисен йышĕ икĕ хут ÿснĕ – 56 миллион çынна çитнĕ. Ку порталта 78 миллион çын регистрациленнĕ.

Цифровизаци 2021 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне те пырса тиврĕ. Асăнса хăваратпăр, ăна Раççей статистики ирттерет. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ – кашни çын хăй тĕллĕн дистанци мелĕпе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çырăнма пултарни.

Чăваш Республикинче 2014 çулта Интернетăн анлă çыхăнăвĕ 60,4 процент çемьене çитнĕ, 2018 çулта – 62,3 процент. 2019 çулта ку кăтарту ÿссе пынă – 64,8 процент. 2020 çулта хăвăртлăхлă Интернет çыхăнăвĕпе 68,2 процент çемьере усă курнă. Пĕтĕмĕшле интернет 70,7 процент çемьере пулнă.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code